— Кăтартусем «Сывлăх патне — утăм» проект çынсемшĕн питĕ кирлине, усăллине çирĕплетеççĕ, — пĕлтерет Елчĕкри тĕп больницăн райтерапевчĕ Н.А.Шакова. — Ĕнерхи, июлĕн 31-мĕшĕнчине шутламасăр, хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ 1064 çынран 426-шĕн юн пусăмĕ ỹсни, 364 çыннăн холестерин шайĕ пысăк пулни, 51-ĕшĕн юнри сахăр шайĕ пысăкки, 443 çыннăн ытлашши виçе пулни (267-шĕн кĕлетке виçин индексĕ (ИМТ) 25-рен иртнĕ, 176-шĕн вара — 30-тан), 9 пациентăн куç пусăмĕ пысăк пулни палăрчĕ. Хăшĕ-пĕри çак чирсем пирки пĕлмен те. Вĕсен, паллах, сипленмелле, профилактика мерисене пăхăнмалла, тухтăр патне çитсе тĕплĕнрех консультаци илмелле.528 çын «Сывлăх шкулĕн» занятийĕсенче пулса усăллă сĕнỹ-канаш илнĕ.
Пĕр вырăнта, малтанласа тухтăр патне çырăнмасăр, хăв пурăнакан вырăнтан инçе мар, уçă сывлăшра темиçе тĕрлĕ тухтăрпа тĕл пулса сывлăха тĕрĕслеттерни, канашсем илни, анализсем парса тỹрех ун кăтартăвĕсене пĕлни тем пекех паха пулнине палăртаççĕ проекта хутшăнакан пациентсем.
Проект малаллах ĕçлет. Сывлăх пункчĕсен ĕç графикне кашни эрнере йĕркелеççĕ. Августăн 7-мĕшĕнче тухтăрсем Çĕнĕ Пăва, 14-мĕшĕнче — Аслă Пăла Тимеш ялĕсене çитĕç.
Чир е йĕркесĕрлĕх?
Эрех-сăра ĕçме хăнăхни — чир-ши е йĕркесĕрлĕх, иртĕнỹ? Çак ыйтăва уçăмлатас тесе эпир Елчĕкри тĕп больницăри нарколог тухтăрпа Рената ШАКОВĂПА калаçрăмăр.
— Рената Николаевна, пĕрмай эрех-сăра ĕçекен çын хăй чирлĕ пулнине ăнланать-ши?
— Ĕçке ярăннă кирек хăш çын та хăйне алкоголизмпа чирлĕ тесе йышăнмасть. Хăть хăçан та ĕçме пăрахма пултаратăп тесе çирĕплетет. Анчах, шел пулин те, хăй ĕçет те ĕçет. Нарколог тухтăрсем тата халăх алкоголизм чирĕ çине тĕрлĕ куçпа пăхаççĕ. Нумай çын эрех ĕçме хăнăхнине чир вырăнне хумасть. Алкоголикăн çывăх çыннисемпе тăванĕсем шутланă тăрăх, унăн нимĕнле чир те çук: ку вăл — иртĕнни, йĕркесĕрлĕх, явапсăрлăх, хăйĕн кăмăл ирĕклĕхĕ çинчен анчах шутлани. Ĕçекен çын çакăншăн пĕтĕмĕшлех хăй яваплă, кăмăлĕ пулсан кирек хăш вăхăтра та çак киревсĕр йăлана пăрахса урă пурнăçпа пурăнма пуçлама пултарать тесе шухăшлаççĕ вĕсем. Тухтăрсем вара алкоголизма аталанса пырса пысăк йывăрлăхсем патне илсе çитерекен чир тесе палăртаççĕ.
— Ăçта-ши чăнлăхĕ? Алкоголизмăн хăш палăрăвĕсем чир иккенне, хăшĕсем иртĕнỹ, йĕркесĕрлĕх пулнине пĕлтереççĕ?
— Çак чире икĕ енлĕ те теме пулать: унта патологи процесĕ те, йĕркесĕрлĕх те пур. Ĕçке ернĕ çын ниепле те ĕçме чарăнаймасть пулсан («запойран» тухаймасть та теççĕ халăхра), вăл чăнласах чирлĕ, ăна айăплани тĕрĕс мар пулĕччĕ. Мухмăрпа аптăрани, эпилепси тытамакĕсем, вĕрилентерсе куçа тем тепĕр курăнни (белая горячка) — чир паллисем. Çакăн пек лару-тăрура çын хăйне хăй пулăшаймасть, ăна васкавлă ятарлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ. Тухтăрсем, паллах, çак пулăмсенчен хăтараççĕ.
Ĕçме хăнăхсах çитеймен çын хăй суйлать: малалла та иртĕнсе ĕçмелле-и е киревсĕр йăлана пăрахăçламалла? Час-часах ĕçкĕпе иртĕнсен алкоголизм чирĕпе аптăрасси те инçе мар. Енчен те çын çакна ăнланмасăр, е тата, пачах та ăнланасшăн мар пулса, кирек хăçан та виçене пĕлмесĕр: «Эпĕ нихăçан та алкоголик пулмастăп», — тесе ĕçет пулсан, ку вăл иртĕхни, йĕркесĕрлĕх. Вăл эрех ĕçме майĕпен хăй сисмесĕрех хăнăхса пырать. Çакăнтан вăл киленỹ илет, ăна ỹсĕр пулни килĕшме пуçлать. Пуçĕнче çирĕп шухăш çуралать: эрех-сăра вăл — киленỹ. Майĕпен çак йăлана пăхăнса тăрасси йĕркеленет те ĕнтĕ. Вăхăтра чарăнмасан, чирлесси аталанса пыма, ĕçкĕ-çикĕ тапхăрĕ вăрăмланма, урă кунсен шучĕ чакма пуçлать. Çакăн чухне те вăл хăйне чирлĕ темест-ха, кирек хăçан та чарăнма пултаратăп тесе шутлать. Анчах, шел пулин те, хăй çак пăхăнуран иртеймест.
— Хăш чух чирлĕ çын хăйне алла илнĕ тапхăр та пулать…
— Çапла. Вĕсем çак лару-тăрăвăн, йĕркесĕр хăнăхăвăн пĕтĕм сиенне ăнланса илсе ĕçме пăрахаççĕ, урă пурнăç йĕркине пăхăнма тытăнаççĕ. Анчах нумай вăхăт ĕçмесĕр пурăннă хыççăн пĕр черкке ĕçсех чире çĕнĕрен хускатса яраççĕ. Çак пĕрремĕш черккене ĕçнине йĕркесĕрлĕх, явапсăрлăх теме пулать. Ăна ĕçиччен вăл йĕркеллех вĕт — хăйĕн ĕç вырăнĕнче вăй хурать, автомобильпе çỹрет, хăйне кирек мĕнле лару-тăрура та тытма пĕлет… Пĕрремĕш алкоголь дози хыççăнах вара хăйне алăра тытаймасть. Ĕçме чарăннăскер хăй суйлать: ĕçмелле е ĕçмелле мар çак пĕрремĕш черккене? Ăна ĕçмесен вăл малалла та сывă пурнăçпа пурăнма пултарать. Çакна асра тытмалла: алкоголизм — вăраха каякан чир. Чир çын пĕрмай спирт тыткăнĕнче пурăнса пурнăçран уйрăлнипе е эрех-сăра ĕçмесĕр урă пурнăç йĕрки çине куçса тулли пурнăçпа пурăннипе вĕçленет. Çакă çынран хăйĕнчен нумай килет. Чирлĕ çын чир пуçланнăшăн кăна мар, вăл мĕнпе вĕçленнишĕн те яваплă. Шывсăр, апат-çимĕçсĕр çын пурăнаймасть. Алкоголь вара çын организмĕшĕн наркăмăшлă, сиенлĕ япала анчах, унсăр кирек кам та, çав вăхăтра алкоголик та, питĕ лайăх пурăнаять.
— Алкоголизмран мĕнле хăтăлмалла-ха чирлĕ çыннăн?
— Эрех-сăрана пачах ĕçме пăрахмалла. Ĕçке путнă çын кăшт çеç ĕçме хăнăхатăп тесе шутлани — миф анчах. Алкоголизмпа чирлĕ çын нихăçан та, кирек мĕнле лару-тăрура та виçеллĕ ĕçме пĕлмест. Вăл — ĕçме пĕлмен çын. 10 çул ĕçмесĕр пурăнсан та, алкоголь шĕвекĕ (çав шута сăра та кĕрет) ĕçсен, чирлĕ çын ĕçке ярăнасси патне илсе çитерет. Алкоголизм ĕмĕрлĕх чир пулнине йышăнас пулать. Урă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма, çав вăхăтрах урăлăхпа савăнса пурăнма чăннипех те пысăк вăй хумалла. Ку лару-тăрура çывăх çынсем пулăшни пысăк вырăн йышăнать. Çавăн пекех специалистсенчен пулăшу ыйтма та вăтанмалла мар. Вĕсем пурнăç, ĕç, эрех-сăра çине урăх куçпа пăхма вĕрентĕç.
Çакна манас марччĕ пурин те: алкоголь вăл пĕвершĕн наркăмăш анчах мар. Шывра путнă тĕслĕхсен 67 проценчĕ, пушарсен 67 проценчĕ, харпăр хăй çине алă хунă тĕслĕхсен 42 проценчĕ эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнипе çыхăнни паллă.
Кашни çыннăн сывлăхĕ тĕп вырăнта
2025 çулăн пĕрремĕш çур çуллăхĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнчи 4217 çитĕннĕ çын диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр тухнă. Çакă пĕлтĕрхи çак тапхăртан 606 çын нумайрах (çулталăкри планăн 57,8 проценчĕпе танлашать). Палăртас пулать, çынсем медицина тĕрĕслевĕсене пурăнакан вырăнти поликлиникăра та, ĕç вырăнĕнче те тухма пултараççĕ. Ĕçлекенсен сывлăхне тимлĕхре тытас, вăраха кайнă чирсене асăрхаттарас тĕллевпе Елчĕкри тĕп больницăн мобильлĕ бригади графикпа килĕшỹллĕн округ территорийĕнчи учреждени-организацисене те тăтăшах тухса çỹрет. «Округра пурăнакан кашни çын сывлăхĕ пирĕн больницăн тĕп приоритечĕсен шутĕнче, — тет районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Алина Васильева. — Яланхи профилактика тĕрĕслевĕсемпе диспансеризаци чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене, онкологи патологийĕсене, сахăр диабетне вăхăтра тупса палăртма пулăшакан тухăçлă мел. Çакă вара сиплеве иртерех пуçлама май парать. Эпир кашни çын вăрăм та тулли, хастар пурнăçпа пурăнтăр тесе вăй хуратпăр».
40 çула çитмен граждансен тỹлевсĕр диспансеризацие 3 çулта пĕрре тухмалла, 40 çул тултарнисен — çулсеренех. Диспансеризацие «Госуслуги» портал урлă е Елчĕкри тĕп больницăн поликлиникин регистратурине 2-57-32 номерпе шăнкăравласа çырăнма пулать.
Прививка пирки манар мар
Санитарипе эпидемиологи ыйтăвĕ яланах тимлĕ пулма хистет. Çакна Елчĕк муниципалитет округĕнчи кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенчи лару-тăру та çирĕплетет.
Асăннă тапхăрта инфекци ертекен тата паразитсем саракан чир-чĕрĕн 445 тĕслĕхне тупса палăртнă. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 23 процент сахалтарах. Уйрăммăн илсен çивĕч респираторла вирус инфекцийĕ (ОРВИ) 76,7 процент, пневмони 14 процент, пыршă инфекцийĕ 3 процент, чĕр чунсем çыртни 2,4 процент, шатра чирĕ 1,4 процент. Туберкулезпа чирленисен пĕрер тĕслĕхне Аслă Елчĕк, Курнавăш, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа территори пайĕсенче çирĕплетнĕ. Вăл ниçта та ĕçлемен граждансемпе çыхăннă, вĕсенче эпидемие хирĕçле мероприятисем йĕркеленĕ.
Урамсенче йытăсем сахал курăнкалаççĕ пулин те, вĕсем çынсене хĕн кăтартнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ-ха. Çынна çыртнă тĕслĕхсем пурĕ — 11, çав шутран Елчĕк, Курнавăш территори пайĕсенче 3-шер.
Çанталăк ăшă тăнă май сăвăсран хĕн курнă фактсем те пур: 7 (3). Вăл вируслă чир те (энцефалит) сарма пултарать. Июль уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче кăна республикăра сăвăссен «тыткăнне» 101 çын лекнĕ. Çавна май культурăпа кану паркĕсенче, шыва кĕрекен ятарлă вырăнсенче, масарсен территорийĕсенче сăвăссене пĕтерес енĕпе санитарипе эпидемиологи операцийĕсем йĕркелемелле. Елчĕк муниципалитет округĕнче ку направленипе çине тăрса ĕçлени кирлĕ.
Кирек мĕнле чире хирĕçле меслет пур — профилактика. Чи малтанах, паллах, кашниех прививка тутарасси çинчен шутламалла — çур çулпа илсен ку кăтарту пĕтĕмĕшле 45-60 процентпа танлашать. Çав вăхăтрах хĕрлĕ шатра (33 процент) ревакцинацийĕн, гемофиль инфекцийĕн (31,1 процент) прививкин кăтартăвĕсем самаях пĕчĕк. Çулсерен сентябрь уйăхĕнче грипа хирĕçле иммунизаци пуçланать. Округра пĕлтĕр ку тĕлĕшпе прививка тутарассин кăтартăвне нормативлă шая, 60 процента, çитереймен, 46,8 процент çеç пулнă. Урăхла каласан, 7011 çын прививка тутарнă.
Тепĕр уйăхран çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланать. Хатĕрленỹ тапхăрĕнче пĕлỹ учрежденийĕсенче санитарипе эпидемиологи требованийĕсене пурнăçлассине те тĕп вырăна хумалла.
Светлана ПЕТРЯНКИНА,
Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕ.
Нет комментариев