Çак бюста та «Пуçару бюджечĕ – ниме» программăпа килĕшỹллĕн хута янă.
Чăваш Ен Пуçлăхă Олег Николаев каланă сăмахсем кашнинех хумхантарчĕç.
- Николай Петров Раççей Геройĕн çĕршыва чунтан парăннине çирĕплетекен паттăрлăхĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех упранĕ. Унăн ырă ĕçĕсемпе пархатарлă ăнтăлăвĕ вара пирĕн çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăрĕ. Вăл пурнăçа чун-чĕререн юратнă, çав вăхăтрах ăна çĕршывшăн, унăн ырă пуласлăхĕшĕн, ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсен, халăхăн мирлĕ пурнăçĕшĕн пама яланах хатĕр пулнипе уйрăлса тăнă.
Округ пуҫлӑхӗ Леонард Левый ашшĕ-амăшне чăн-чăн çĕршыв патриочĕ, мухтавлă ывăл çуратса ỹстернĕшĕн чĕререн тав турĕ.
Николайӑн ашшӗпе амӑшӗ — Алексей Витальевичпа Олеся Владимировна Петровсем — мероприятие хутшӑннисене тата Елчӗк халӑхне ывӑлне сума сунӑшӑн, ырӑ ятне ҫӳллӗ шайра тытнӑшӑн чӗререн пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Герой ячĕпе çак кун нумай ырă сăмах каларĕç, ăна асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн ун ячĕпе çырнă юрра округри культура ӗҫченӗсен пӗрлештернӗ хорӗ чĕрене хумхантармалла шăрантарчĕ, бюст умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Ҫамрӑк армеецсем Героя чыс туса бюст умӗпе стройпа мӑнаҫлӑн утса иртрӗҫ.
Николай Петров пирки ытларах пĕлес тесен çак ссылкăпа кĕрсе паллашма пултаратăр: http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2023/08/25/%d0%bd%d0%b8%d0%ba%d0%be%d0%bb%d0%b0%d0%b9-%d0%bf%d0%b5%d1%82%d1%80%d0%be%d0%b2-%d1%80%d0%b0cc%d0%b5%d0%b9-%d0%b3%d0%b5%d1%80%d0%be%d0%b9e/
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев