Предыдущая публикация
Клеоник Иванович 40 ҫула яхӑн тӑван колхозра тракторист пулса ӗҫленӗ. Ҫирӗклӗ Шӑхаль хӗрӗпе Елена Ивановна Красновӑпа ҫемье ҫавӑрса 63 ҫул шӑкӑл-шӑкӑл пурӑннӑ. 3 ывӑлпа 2 хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Шел пулин те, паянхи кун савнӑ мӑшӑрӗ те, икӗ ывӑлӗ те юнашар ҫук. Гена ывӑлӗпе пурӑнать ватӑ. Хӗрӗсем,Таньӑпа Полина, кашни эрнере тенӗ пекех тӑван киле ашшӗ патне васкаҫҫӗ. Мӑнукӗ Надежда та аслашшӗне манса каймасть, пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ун патне ҫитсе килме тӑрӑшать.
Хисеплӗ Клеоник тетене сумлӑ юбилей ячӗпе эпир те чун-чӗререн саламлатпӑр,канлӗ ватлӑх сунатпӑр!
З.МИХЕЕВА.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 3