Хӗрсемпе каччӑсем пӗрле пухӑнса купӑс ҫеммипе кӑвак шуҫӑм киличчен тӗрлӗ юрӑ шӑрантаратчӗҫ. Купӑсҫӑ яланхиллех чи хисеплӗ ҫынсенчен пӗриччӗ. Кашни ҫурт умӗнче тенӗ пекех ятарлӑ саксем, сӗтел пурччӗ. «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм?», «Вӑрмана кӗнӗ чух шӑхӑрса кӗр», «Ҫумӑр ҫӑвать, ҫумӑр ҫӑвать ман ҫине» тата ытти юрӑ пирте, кӗҫӗннисенче, аслисем юрланине итлесе ларнипех асра юлнӑ. Ҫакӑн евӗр пӗрлехи каҫсем халӑхра туслӑх, ырӑлӑх, пӗрлӗхлӗх ҫуратнӑ. Ӗҫлеме кӑна мар, тивӗҫлӗ канма та пултарни халӑха хавхалантарнӑ.
Тутарстанри Сиктӗрмере Пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсен Уявне (05.07.2025) Елчӗк округӗнчи коллективсем те —Патреккел халӑх хорӗ, Тӳскелӗнчи «Шуҫӑм», «Тускил», Елчӗкри «Тарават», Кивӗ Эйпеҫри «Хӗлхем» ансамбльсем — хутшӑнса тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ халӑха анатри чӑвашсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ.
Уяв умӗнхи ҫӗр чӑвашсен ячӗпе иртнӗ ташӑ каҫӗ, палаткӑсен ҫумӗнче пӗрле шӑкӑлтатса калаҫса ларни, юрӑсем юрлани Елчӗксенче — ҫамрӑккинче те, аслинче те — нумайлӑха асра юлӗ. Каҫалсем те юрӑ-ташӑран аякра юлмарӗҫ.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 11