Предыдущая публикация
Июлĕн 15-16-мĕшĕсенче паллă пулăма - Романовсен патша çемйине тискеррĕн вĕлернĕренпе 107 çул çитнине, Мускав тата Раççей патриархĕ Таса Тихон пурнăçран уйрăлнăранпа 100 çул çитнине асăнса тата Украинăри ятарлӑ çар операцине хутшăнакан хĕç-пăшаллă вăйсене кĕлĕпе пулăшас тĕллевпе округра Хĕреслĕ çул çỹрев йĕркелерĕмĕр.
Хĕреслĕ çул çỹрев Тăрăм ялĕнче вĕçленчĕ, кунтах каçхи кĕлĕ иртрĕ.
Хĕреслĕ çула çуран тухасси çăмăлах мар. Уйрăмах шăрăх кунсенче. Çак сăваплă çул çỹреве хутшăннисене пурне те пысăк тав, Турă кашнине сывлăх патăр.
Василий ИВАНОВ, иерей,
4-мĕш округри благочиннăй.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1