Программа икĕ пайран тăрĕ: пĕрремĕш пайра академиллĕ хайлавсем пулĕç (вĕсенчен пĕри — «Сказания о суварах» симфониллĕ поэма), иккĕмĕш пайра халăхра анлă сарăлнă тата çĕнĕ юрăсем янăрĕç.
Никитин Анатолий Никитич 1948 çулхи çĕртмен 13-мĕшĕнче Вăрнар районне кĕрекен Хирпуç ялĕнче çуралнă. Пултарулăхĕнче çак паллă самантсене асăнма пулать: 1971–1980 çç. вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче баянçă-концертмейстер вырăнĕнче ĕçленĕ, каярах «Çавал» фольклор ансамблĕн пултарулăх ертӳçи пулнă. 1992 çултанпа Никитин — «Салют» культура керменĕ çумĕнчи «Янташ» чăваш юррисен ушкăнĕн хорместерĕ. Пĕлтĕр çак ансамбле йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине анлă палăртрĕç. Ансамбль артисчĕсене час-часах республикăри сценăсем çинче те, кӳршĕллĕ тăрăхрисенче те курма пулать.
#новости
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев