Предыдущая публикация
Санпа, савни, ӗмӗтленеттӗм.
Пуҫа хурса хулу ҫине
Эп тутлӑн, канлӗн тӗлӗреттӗм.
Кашни каҫах минтер ҫине
Йӗпе куҫҫулӗ йӗпетместӗм.
Ҫак вӑрҫӑ пуҫланман пулсан
Сана эп канӑҫсӑр кӗтместӗм.
Тахҫан ӑсатнӑ ҫул ҫине
Чылай ҫул витӗр тинкерместӗм.
Хитре ҫеҫкеллӗ тутрине
Арча тӗпнех шала чикместӗм.
Ҫак вӑрҫӑ пуҫланман пулсан
Санпа, савниҫӗм, ҫурт лартаттӑм...
Эс ӳстереттӗн улмуҫҫи,
Мӑнуксене пӑхса савнаттӑм.
Юрлатчӗ шӑпчӑк -- чун уҫҫи -
Санпа алран тытса утаттӑм.
Ҫак вӑрҫӑ пуҫланман пулсан
Санпа, савни, телей кураттӑм...
Ҫут ҫӑлтӑр пек куҫусенчен
Хӗлхем илсе ҫунатланаттӑм...
Ӗмӗрӗпех хӑрах пулмастӑм,
Телейсӗр, шанчӑксӑр юлмастӑм.
Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1