Предыдущая публикация
Хӑрушӑ вӑрҫӑ тӗнчене таптарӗ,
Тискерлӗх вӑйӗ хуҫрӗ ҫурмалла.
Тӑшман сӑнни этем юнне юхтарчӗ,
Ҫапах чакмарӗ Паттӑр каялла.
Пин-пин салтак ҫапӑҫура пуҫ хучӗҫ -
Таврӑнаймарӗҫ вӑрҫӑ хирӗнчен.
Пирӗн пекех ӗмӗтсене шанатчӗҫ -
Тӑван ҫӗре сыхларӗҫ виличчен.
Пире валли ҫут пурнӑҫ парнелерӗҫ,
Телейлӗ кун - Ҫӗнтерӗве сиссе.
Ҫав ыр ятсем палӑксене вырнаҫрӗҫ -
Асран тухса ан лартӑрччӗҫ сӳнсе.
Халь чӗррисем те шутлӑ тӑрса юлчӗҫ -
Вӗсем шӑлаҫҫӗ йӳҫӗ куҫҫульне.
Пуҫ хунӑ тусӗсем асран тухмарӗҫ -
Хуплаймӑн ниепле те суранне.
Манма юрамастех ҫулсем иртсен те,
Вут витӗр тухнӑ ветеран ятне.
Тивӗҫлипе упрар ачасенче те,
Мӑнуксенче те Паттӑрсен чысне!
Марина Иванова (Краснова)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 4