Асаплӑ пулчӗ санӑн ҫул-йӗрӳ.
Тӑватӑ ҫул ахлатрӗ ҫӗр-анне,
Ҫуратчӗ ҫавӑ сасӑ чӗрене.
Миҫен таврӑнаймарӗҫ вӑрҫӑран,
Нушаллӑ та синкерлӗ тамӑкран?
Миҫе анне ҫухатрӗ ывӑлне?
Миҫен тек кураймарӗҫ мӑшӑрне?
Нар пек хӗрсем те хупрӗҫ куҫсене
Тӗшӗрӗлсе анса сив ҫӗр ҫине.
Вутра ҫунтарчӗ вӑрҫӑ шелсӗрех
Вӗт-шакӑр пурӑнас ачасенех.
Тӑшман пырса кӗретчӗ ялсене:
Ах, тустаратчӗ, мур, мӗн пуррине.
Тиркемӗ, чунсӑрскер, вӑл никама,
Ан кӗт эс ыррине. Черет кама?
Ҫава пекех шӑлса тухса каять,
Ма чарӑнмасть пӗрре те? Лӑпланмасть.
Этем чӗри епле кӑна чӑтать?
Шӑлне ҫыртать. Анчах та шарламасть.
Пӗр чун, никам юлмарӗ айккинче,
Шакка тӑрать хуйхи ҫурт умӗнче.
Ҫӳретчӗ, усалскер, вӑл килсерен,
Пӑватчӗ кӑкӑртан кӗмессерен.
Мӗнпур куҫҫуль пӗрле пуҫтарӑнсан
Пӗр кӳлӗ выртӗччӗ умра паян.
Тӑварлӑ, йӳҫӗ, чӗрӗ тумламсем -
Раҫҫей ҫыннин чунри суранӗсем.
Ытла та йывӑр килтӗн, Ҫӗнтерӳ!
Асаплӑ пулчӗ санӑн ҫул-йӗрӳ.
Тӑватӑ ҫул ахлатрӗ ҫӗр-анне,
Ҫуратчӗ ҫавӑ сасӑ чӗрене.
Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 2