Предыдущая публикация
Кантӑка витерсе пӳртелле кӗрес пек,
Чарӑнмасӑр вӗт ҫумӑр пӗр вӗҫсӗр ҫӑвать,
Чун-чӗре тунсӑхне, хурлӑха сирес пек,
Иртнӗ пурнӑҫ сӗмне тӑрӑшсах тасатать.
Урампа ӗҫ ҫынни сунчӑкпа хупланса,
Ҫумӑртан пытанса пит васкавлӑн утать.
Хӑвӑртрах йӑл кулан хӗвеле йыхӑрса,
Асамат кӗперне инҫетрен куҫ хывать.
Йывӑҫ-курӑк вӑйпа ҫӳлелле кармашса,
Курман пек антӑхса ҫумӑра пӗр ҫӑтать.
Типнӗ ҫӗр тусанран ҫӑвӑнса-тасалса,
Тӗнчене уҫӑ сывлӑш ярса сыватать.
Вӑхӑтпа ҫумӑр ҫутӑр, ҫутӑрах ҫӗр ҫине,
Илсе килтӗр пайтах пурлӑхпа сиплӗхне.
Кирлӗ мар хурлама ҫут ҫанталӑк вӑйне,
Пурнӑҫа вӑл памасть тӗппипе типӗтме.
Марина Иванова.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев