Тавтапуҫ, сар хӗвел, ирпеле вӑратнишӗн,
Ҫакӑ ҫӗнӗ куна тӗл пулма тӳр килнишӗн.
Эп сывлатӑп! Кулатӑп! Ташлатӑп! Юрлатӑп!
Пурнӑҫ, чӑн та, сана чунтанах юрататӑп!
Паянхи, пӗлейместӗп, мӗнпе эсӗ тулӑн?
Савантарӑн мана е те, тен, хурлантарӑн?
Пурпӗрех эс ҫитнишӗн питех хӗпӗртетӗп,
Ачалла кӑмӑлпа ӗмӗтсем те тӗрлетӗп.
Эсӗ пур! Пурӑнатӑп! Ку вӑл пысӑк телей-ҫке!
Пурнӑҫ питӗ хитре! Шанчӑкпа чун вӗрет-ҫке!
Ҫак ытам ӑшӗнче чунӑмпа та канатӑп,
Шӑплӑхне, кӗрлевне - эп пурне кӑмӑллатӑп.
Тавтапуҫ, чӗвӗлти кайӑксем, юррӑрсемшӗн,
Чи хаваслӑ саспа тӗнчене тултарнишӗн.
Эпӗ хатӗр сире чарӑнми итлеме,
Шухӑшпа та чунпа уйрӑлми киленме.
Ҫурпала ешӗл курӑк сӑмса кӑларать-и?
Шӑпӑр-шӑпӑр сив ҫумӑр каҫран шӑварать-и?
Пурпӗрех кашни вӑхӑчӗ хаклӑ питех,
Пурнӑҫран ҫук хакли ҫӗр ҫинче те текех.
Чӗлтӗрти чечексем ҫӳлелле кармашаҫҫӗ,
Пур вӗсен те чӗлхи - тем ҫинчен юмахлаҫҫӗ.
Ӑнланасшӑн элле? Хускалмийӗ тӑратӑп.
Пурнӑҫ, чӑн та, сана чунтанах юрататӑп!
Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1