Эпир час-часах чăваш халăхĕн „чăваш“ текен ячĕ хăçан пулса кайни çинчен калаçатпăр. Тата мĕншĕн-ха Атăл тăрăхĕнчи пăлхар халăхĕн этнонимĕ Хусан ханлăхĕ вăхăчĕнче „чăваш“ этнонимпа улшăнни çинчен е кун пек улшăну пулман та-ши, текен ыйту та нумай çынна канăç памасть. 19 ĕмĕр вĕçĕнче- 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă Н.И.Ашмарин паллă историк-тюрколог: „Авалхи пăлхарсене çак „пăлхар“ ятпа ытти халăхсем чĕннĕ, пăлхарсем хăйсене хăйсем „чăвашсем“ тенĕ“,- тесе çырать. Урăхла каласан, ăсчах çырнă тăрăх, çакна ăнланмалла: 10-мĕш ĕмĕрте мăсăльман тĕнне йышăннă пăлхарсемпе кунта 13 ĕмĕрте килнĕ монгол-тутарсем тата кипчаксем 13-15 ĕмĕрсенче пĕр тутар этносне пĕрлешнĕрен, 10-мĕш ĕмĕрте мăсăльман тĕнне йышăнман, хăйсен тăван чĕлхине çухатман пăлхарсене 15 ĕмĕрте вĕсен авалтан килекен ячĕпе çĕнĕрен „чăваш“ тесе палăртма тытăннă иккен.
Н.И. Ашмарин каланипе тавлашма май çук, мĕншĕн тесен, „чăваш“ текен этнос терминĕ Хусан ханлăхĕ тата Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ умĕнхи вăхăтсенчех пулни çинчен нумай истори факчĕсем калаççĕ.Сăмахран, авалхи Аслă Арменире ытти провинцисемпе пĕрле „Чувашрот“ е „Чăваш ăрачĕ“ провинци пулнă. Урăхла каласан, пирĕн мăн асаттесен пĕр пысăк пайĕ авал Арменире те пурăннă, вĕсене „чăвашсем“ тесе чĕннĕ. Чăвашсем авал Кавказра пурăнни çинчен чăваш халăх легендисем те çирĕплетеççĕ. Тата тепĕр истори фактчĕ: 12 ĕмĕр вĕçĕнче-13 ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă Ибн-эль-Асир араб историкĕ çырнă тăрăх, 1221 çулта тапăнса кĕнĕ монгол-тутарсене хирĕç тухнă Араб халифачĕн çарĕнче 800 чăваш юланутçи те пулнă. Ку факт „чăваш“ этнос терминĕ 13- ĕмĕртех- монгол-тутарсем тапăннă вăхăтрах пулни çинчен калать.
Нумай вырăс тата ытти çĕршывсенчи историк-ăсчахсем, чăвашсем - çĕр çинчи чи авалхи нумай мар халăхсенчен пĕри, тесе шутлаççĕ. Çапла калакан ăсчахсен хушамачĕсене çырса тăмастăп: вĕсен списокĕ çеç пĕр странцăна çеç мар тултарма пултарĕ. Ăсчахсем çырнине шута илсе, чăваш халăх историне авалтан пуçласа паянхи кунччен çапла тапхăрсемпе палăртма юрать:
-Чăваш халăхĕн авалхи Египетпа тата Шумерпа çыхăннă тапхăрĕ,
-Шумер патшалăхĕ саланнă хыççăнхи ĕмĕрсенчи Шубаши (Субарту) патшалăхĕпе тата пирĕн эрăчченхи 13-11-мĕш ĕмĕрсенчи Ассирипе çыхăннă тапхăр,
-Кивĕ эрăн пĕрремĕш пинçуллăхĕнчи Вăтам Азире тата гуннсен Çĕршывĕн Китай енчи чиккинче вырнаçнă Чеши (китайла- Чашшар, Субейси) патшалăхĕнче авалхи чăвашсем пурăннă тапхăр,
-Çĕнĕ эрăн пуçламăш ĕмĕрĕсенче гуннсемпе пăлхарсен Европăра пурăннă тата Аттила патшан импери тапхăрĕ,
-Пăлхарсемпе сăварсен Кăнтăр-тухăç Европăра вырнаçнă Аслă Пăлхар тата Вăтам Атăл çинче вырнаçнă Атăлçи Пăлхар патшалăхĕсен 13-мĕш ĕмĕрчченхи тапхăрĕ,
-Монгол-тутарсем 13-мĕш ĕмĕрте тапăнса кĕнĕ хыççăнхи пăлхар-чăвашсем Ылттăн Уртара, Хусан ханлăхĕнче пурăннă, паян Российăра пурăнакан тапхăр.
Истори факчĕсем çак кăтартнă кашни тапхăртах „чăваш“ этнос ячĕ пулни çинчен калаççĕ. М.А.Эшби Инди теологĕ, философи докторĕ каланă тăрăх, авалхи Египетра лотос чечекĕ тĕнчене çутă паракан ирхи шурăмпуç символĕ пулнă; „лотос“- авалхи египетла- „шаваш“. Исихий пĕлтернĕ тăрăх, Моисейĕн несĕлĕсем пулакан авалхи кимерсен (шумерсем), египетсен (волхорсем) тата савроматсен вĕсене пĕрлештерекен „чăваш“ ячĕ пулнă. Г. Кеннаман каланипе, „волхор“ сăмах „пăлхар“ сăмахпа пĕр килет. А.В.Изоркин чăваш халăхĕн ятне шумер-аккад мифологийĕнчи Шаваш ятлă вăрçă туррин ячĕпе çыхăнтарать. Н.Я.Марр каланă тăрăх, „чăваш“ сăмах темиçе пин çул каяллах Шумерта „сувар“- „сувас“-„шубаш“, „чăваш“ улшăнусем урлă пулса кайнă. Г.П.Егоров „чăваш“ сăмахăн тупсăмне Шумерти Чашшар патшалăхĕнчи чеш халăхĕпе çыхăнтарать: унăн шухăшĕпе „чăваш“ этнос ячĕ историлле улшăннă „чеш“ сăмахĕ пулса тухать.
Пирĕн эрăчченхи 13-11 ĕмĕрсенче Ассири патшисем хăйсен çĕршывне субарсен- шубарсен-шубашсен патшалăхĕ тенĕ. Пирĕн эрăчченхи 11 ĕмĕрте Ассирие арамей-семитсем тапăнса кĕнĕ. Çавна пула шубашсем- чăвашсем, кÿршĕ гути тата хуррит йăхĕсемпе пĕрлешсе, тухăçалла- Вăтам Ази еннелле, каярахпа- Центральнăй Азие тата Алтая кайнă. Центральнăй Азире вĕсем гуннсен çĕршывĕнче (державинче) Чашшар (китайла- Шубаши, Субейси) патшалăхне йĕркелесе пурăннă. Асăрхăр: „çĕршыв“ тата „держава“ сăмахсем пĕр пек илтĕнеççĕ. Нумай ăсчахсем „держава“ сăмах вырăсла „держать“ сăмахран мар- чăвашла „çĕршыв“ сăмахран тухнине çирĕплетеççĕ. Тухăçалла кайнă чăвашсен пĕр пайĕ Кавказри авалхи Арменире Чăваш ăрачĕ (Чувашрот) провинцире пурăнни çинчен каларăм ĕнтĕ. Ассирире тăрса юлнă шубашсем (чăвашсем) каярахпа семитсемпе пĕр халăха хутшăнса кайнă. Çавăнпа паянхи еврейпе чăваш чĕлхисенче пĕр пек сăмахсем питĕ нумай. В.В.Николаев тата В.Ф.Каховский „чăваш“ этнос ячĕ Чашшар патшалăхĕнчи чеш халăхĕн ячĕнчен улшăнса пулнă, тесе ăнлантараççĕ.
Илсе кăтартнă истори факчĕсем, çемçен каласан, уйрăм „инкек-ăсчахсем“ пирĕн халăхăн ячĕ „йăваш“ сăмахран тухса кайнă тесе калакан „теорие“ тăрă шыв çине кăлараççĕ. Хăшĕ-пĕрисем çакăн пек каланине вĕсем чăваш халăхĕнчен тăрăхласа кулни вырăнне çеç хурас пулать. Тата çынран мăшкăлласа кулма юратнине пула флот службинчен кайма тивнĕ В.И.Даль, чăваш халăхĕнчен кулса, „чăваш“ сăмах сысна çинчен калакан „чушка“ сăмахран пулса кайнă тени те аса килет. Сăмаха май В.И. Даль çинчен каласан, вăл чĕвашсем çине темшĕн питĕ кÿреннĕ пулас: А.С.Пушкин хăйĕн тĕрлĕ ĕçĕсенче чăвашсене мухтаса çырнă вăхăтрах, В.И.Даль хăйĕн вырăс словарĕнче „народ“ сăмаха ăнлантарнă чухне, чăвашсем çинчен: „чуваши- народишко плохой“ тесе çырать.
Анчах, çак куна çитсе, хамăртан çынна мăшкăлласа култармăпăр ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен, ‚чăваш“ сăмах нимле ‚чушка“ сăмахран та, „йăваш“ сăмахран та пулса кайма пултарайманни ухмахшăн та паллă. Пирĕн халăха палăртакан „чăваш“ этнос ячĕ хăçан тата ăçтан пулса кайни çинчен сумлă ăсчахсем çырнине илсе кăтартрăм, мĕншĕн тесен. Çавăнпа: „Сирĕн халăхăрăн ячĕ „йăваш“ е „чушка“ сăмахран пулса кайнă“- текенсене тивĕçлĕ хуравлама пĕлетпĕр. Тата пирĕн халăх ĕлĕк йăваш пулманнине кăтартакан паянхи Евразийĕн тĕрлĕ çĕрĕсенче анлă сарăлнă „чăваш“ сăмахран тухса кайнă топонимсене те аса илтерме пултаратпăр. Мĕншĕн тесен, йăваш та хăюсăр халăхăн çыннисем, тĕнче касса, тăван халăхĕн ятне тĕрлĕ çĕрти топонимсенче хăварса çÿреймеççĕ. Темиçе тĕслĕх çеç илсе кăтартасшăн: Пушкăртстанри Баймак районĕн Кусей ялĕ çывăхĕнчи Чуваштау тăвĕ, Ишимбай районĕнчи Чувашка çырми, Зилаир районĕнчи Чувашленок çырми, Красноярск крайĕн кăнтăр енче юхакан Чувашка ятлă çырма, Челябинск облаçĕнчи Златоуст хулинче Ай юханшывне юхса кĕрекен Чувашка çырми, Челябинск облаçĕнчи Ай çырмин сылтăм çыранĕнче вырнаçнă Чăваш тăвĕ, Чĕлябинск облаçĕн Кусинск районĕнчи Чăваш çеçенхирĕ, Ермак-Тукмак Çĕпĕр тутарĕсене парăнтарнă Таболпа Иртыш пĕрлешнĕ çĕрти Чăваш сăмсахĕ тата ытти те...
Хисеплĕ М.Н.Юхма пĕр-пĕринчен инçетре вырнаçнă пысăк хуласен чăвашла ячĕсем пуррине кăтартать: Иерусалим- Мĕрселин, Варшава- Аршшав, Киев- Кĕйÿ, Москва- Мускав, Стамбул- Ăстампул, Кострома- Хустăрма, Кемерово- Кĕмĕр, Ярославль- Ярăслав, Владимир- Улатимĕр, Нижний Новгород- Чулхула, Астрахань- Аçтăрхан, Пермь- Пирĕм, Казань= Хусан, Уфа- Ĕпхÿ, Царьград- Чархула, Саратов- Сарăту, Санкт- Петербург- Питĕр, Оренбург- Эрĕнпур ..... Хушса эпĕ те, Пушкăртстанри Стерлитамак- Çтерлĕ, Мелеуз- Мелевĕс, Кумертау- Кĕмертав пулни çинчен каласшăн. Илсе кăтартнă тĕслĕхсем чăвашсем мĕн ĕлĕкренех Евразири нумай-нумай хуласем çинчен пĕлни, вĕсенче пулни çинчен калаççĕ, вĕсем авалтанах хăюллă халăх пулнине кăтартаççĕ.
Çырнине пĕтĕмлетсе, „чăваш“ этнос ячĕ, „пăлхар“, „сăвар“, „гунн“ сăмахсем пекех, питĕ авалхи тата Евразире питĕ анлă сарăлнă сăмах пулни çичен каласшăн. Г.И. Вантер- Комиссаров та: „Чăваш“- питĕ авлхи сăмах“- тесе калани çакнах çирĕплетет.
А. Русаков, Пушкăртстан.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 148
На что похожа их речь? В восемьдесят первом году перед новым годом были жуткие метели и нам пришлось на Казанском вокзале москвы провести пару дней в ожидании. Рядом сидело несколько семей. Долго пытался понять их говор-вроде навскидку русские, но понять их речь не было никакой возможности. Так и осталось для меня загадкой-кем они были и куда собирались уезжать с Казанского вокзала? Могу лишь предположить, что в гости, но никак не домой.
Так вот, речь чешских русин мне показалась схожей на тех с восемьдесят, далёкого, года.
-ближе к концу альбома те самые русины. Фотографировал много, но в данном альбоме выложил лишь *парадные*))