Ăсанать хĕл кунĕ, макăрать, йĕрет, Вăранать çу кунĕ, васкаса килет. Тÿпери хĕвел те савăнса кулать, Вăш-вăш ăшă çил те хĕле хăвалать.
Хĕл иртет, çур килет, тĕнче çĕнелет. Хăй патне вăл чĕнет, куçа илĕртет. Çурхи шывĕ юхать, пăра хускатса, Сарăлать вăл кал-кал çырана ватса. Ăшă çумăр хыççăн аслати автать, Çутçанталăк вăйĕ çакăнта курнать. Вăй илсе пыраççĕ йывăç кăчкисем, Шарласа юхаççĕ канаври шывсем.
Кайăксем килеççĕ хăйсен çĕршывне, Йăва çавăраççĕ кăларма чĕпне. Калча та сип-симĕс, вăл капăр тумпа, Пурне те хавас эс кĕтсе ил сумпа.
Кайăксен сасси те таврара ян-ян! Çут хĕвел ăшши те пурне те аван. Килсе çитрĕ шăпчăк юрă шăратма, Саспа тулчĕ шăплăх чунтан савăнма.
Тракторсем ĕçлеççĕ кунĕпе хирте, Касăсем чĕреççĕ ирпе çĕрлеччен. Лăпкаса ăш çилĕ кĕртрĕ чĕрĕ чун, Мĕн тери илемлĕ çуркуннехи кун!
Çуркуннен хăвачĕ! Пар эс мана май. Çамрăкрах пулмашкăн вăрахрах, нумай. Туйăма сыхла эс ĕмĕр-ĕмĕре. Юрату хĕлхемĕ çунтăр чĕрере.
Нет комментариев