Диана Выросова -- "Мисс Снежинка 2016"
Пÿртлĕ ялĕнче иртнĕ шоу-конкурсра пирĕн ял чиперкки Диана Выросова пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Сакăр юр пике хушшинче чи маттурри те пултарулли пулса тăчĕ. Эпир ăна, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, уншăн болеть тума пынисене пур кăмăлтан тав сăмахĕ калатпăр. Дианăн çитĕнĕвĕсем малашне тата та нумайланччĕр. Данана яланах малти ретре пулма сунатпăр.