Тавах, Надежда Германовна, ырӑ сӑмахсемшӗн. Эпир кашни кунах вӑрманта ҫӳретпӗр. Манӑн упӑшка чирлӗ, пӗччен ҫӳреймест, кил тӗлне тупмасан та пултарать. Унӑн деменци. Ман ята та астумасть, ачасенне те. Врач уттарма хушрӗ. Ҫапла вара эпир кашни кунах утатпӑр вӑрманта. Унта пирӗн саксем те пур ларса канма. Ӑшӑ чухне ларатпӑр.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Комментарии 7
Пурнӑҫ ҫулӗпе малалла та ӑнтӑлма сире, хаклӑ ҫынсем, ҫирӗп сывлӑх, хастарлӑх, ҫирӗп чун хавалӗ тата илемлӗ кӑмӑл-сипет сунас килет!
Кашни ҫитсе килекен ҫӗнӗ кун ырлӑх-сывлӑх, телей, ӑнӑҫусем илсе килтӗр!
Турри кашни утӑмра пулӑшса пытӑр сире, хисеплӗ Ильинсем!