( 17. 06. 1993 - 06. 10. 2024 )
"Ырӑ ир пултӑр, Мая. Юлашки вӑхӑтра кашни кун санӑн сӑввусене вулатӑп, видеосене пӑхса киленетӗп. Сӑввусем те, Влад Апаш хатӗрлекен видеосем те питӗ килӗшеҫҫӗ. Эпӗ сана хамӑн Украинӑра вилнӗ ывӑл ҫинчен сӑвӑ ҫырма ыйтса пӑхасшӑн. Ун синчен ҫырнӑ аса илӗве, сӑн ӳкерчӗкне ярса парсан ҫырса параймӑн-ши? Чӑрмантарнӑшӑн каҫар", - ҫапла ҫыру илтӗм ӗнер ирхине Контактра университетра юнашар ушкӑнра вӗреннӗ хӗрачаран. Шалта темӗскер йӑшӑлт турӗ. Каҫхине вара ҫырма вӑхӑт тупрӑм-тупрӑмах. Аса илӗвӗсене вуланӑ чухнех куҫӑмсем шывланчӗҫ. Тата ҫыхӑнса ыйтусем патӑм. Вара ҫапла сӑвӑ пулса тухрӗ. Ывӑлне вӑрҫӑра ҫухатнӑ салтак амӑшӗн ячӗпех пултӑр терӗм. Паян ирхине хатӗр сӑввӑма ярса патӑм. Акӑ вӑл...
Салтак амӑшне
( Александрова Ираида Лазаревнӑна )
Утьӑкка сиктереттӗн сап-сар сӑпкара,
Ҫупӑрлаттӑн савса. Чӑн телей-ҫке, ара!
Куҫ илми пӑхма хатӗрччӗ эс ун ҫине,
Ывӑлу - чун тӗшшиччӗ. Эсӗ - Анне.
Мӑшлатать ҫумӑнта пиеленӗ пепке,
Аллипе хускалса талпӑнать ирӗке.
Тутисем юмахлаҫҫӗ пекех кулнӑҫем,
Йӑлӑнса чӑр пӑхаҫҫӗ ачаш куҫӗсем.
Хальхи пек астӑватӑн. Ӑҫтан-ха манма?
Санӑн ывӑл ҫуралнӑ! Мухтав Туррӑма!
Сӑнаса савӑнать сар хӗвелӗ пӗрле,
Аллунта - ҫӗнӗ пурнӑҫ, ҫут шанӑҫ, шевле.
Ҫӑтмахри пек ҫу кунӗ тӑрать таврара,
Илттӗр пӗтӗм тӗнче. Шӑнӑҫаймӗ санра
Ҫав телей! Эс - хӗрарӑм. Ҫӗн чун тап-таса,
"Пул телейлӗ, пепкем", - пӑшӑлтатрӑн
савса.
Эс ӳстертӗн ӑна тем пекех юратса,
Шкулалла ӑсататтӑн. Юлаттӑн пӑхса.
Ҫуллахи вӑхӑтра вӗҫӗмех пулӑра,
Ямасан та чупать ҫавӑнтах - эс шыра.
Таврӑнсан ҫитерет кушака тупӑшне,
Ан сисейтӗр никам та унта кайнине.
Юрататчӗ питех те машин таврашне,
Тӳрлететчӗ хӑех чӑхӑмланӑскерне.
Виҫӗ ывӑлччӗ сирӗн. Андрей - вӑтамми,
Хыҫҫӑнах хӑвалать кӗҫӗнни. Уйрӑлми
Шав пӗрлеччӗ вӗсем. Урамра, хӑть килте.
Пӗр ӗҫрен хӑраман. Тиркеместчӗ пӗртте.
Ӳссе ҫитрӗ, сисмерӗн те, сан ывӑлу.
Ак ӑҫта вӑл пехет. Туллиех кӑмӑлу.
Чӑн-чӑн паттӑр тӑрать мӑшӑр куҫ умӗнче,
Вӗренсе ҫын та пулчӗ. Авланчӗ. Ҫемье.
Анчах вӑрҫӑ пуҫланчӗ. Хӑрушӑ хыпар.
Никама та паян, чӑннипех, ҫӑмӑл мар.
Кӗрхи кун кӗҫ тыттарчӗҫ повестка алла,
Ыранах ывӑлун та вӑрҫа каймалла.
Кам анне - вӑл ӑнланӗ-ҫке амӑш чунне.
Еплерех чунпала уйӑран пепкӳне?
Ах, вут-тӑвӑл шалта. Чӑтайми ырату,
Тем пӑвать кӑкӑрта... Ҫӑмӑл мар ӑсату.
Чӑмӑртаттӑн ҫумна эсӗ пӗтӗм вӑйран,
Чылайччен вӗҫертместӗн ӑна ҫумӑнтан.
Тутусем тем каласшӑн, ҫӑтатӑн куҫҫуль,
Мӗншӗн вӑрҫӑ пуҫланчӗ? Хӑҫан пӗтӗ пуль?
Тӑрса юлчӗҫ тӑванӗ-пӗтенӗ, ҫемйи,
Пиллӗкреччӗ ун чух хӗр пӗрчи. Чун ҫемми.
Пӗрре мар вӑл килсеччӗ курма ку енне
Ултӑ уйӑх иртсессӗн икшер эрнене.
Кашнинчех ӑсататтӑрччӗ. Кӗтнӗ куҫ пек.
Хавасси - тӗл пулу. Уйрӑлу - тамӑк пек.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тухмасть пуҫунтан,
Салтак амӑшӗ. Тек кӑшлать ӑшунтан.
Юлашки ӑсату сан куҫу умӗнче...
Ывӑлу ак каллех кӑкӑру ҫумӗнче.
Мӑшӑрне, чӗвӗлтийӗ хӗрне ыталать,
Тепӗр хут сан патна таврӑнать, чуп тӑвать.
Ак хускалчӗ автобус. Чупать кустӑрми.
Пӗлеймерӗн ун чух. Уйрӑлу - манӑҫми.
Тек нихҫан та илтеймӗн ачаш сассине,
Ҫук, пулаймӗ курса хирӗҫ йӑл кулнине.
Мӑнуку ыталаймӗ "аттеҫӗм" тесе.
Эх, епле пит кӗтетчӗ ӑна асилсе,
Ҫумӗнчен те каймастчӗ-ҫке ашшӗ пур чух,
Ҫакӑнать мӑйӗнчен, аллинче - ларнӑ чух.
Нӑйкӑшмастчӗ салтак-ывӑлу сан пачах,
"Пурте лайӑх ман" тетчӗ. Ҫак пӗтӗм сӑмах.
Кайран ҫеҫ эсӗ пӗлтӗн асап курнине,
Выҫлӑха тӳснине, шӑннине, кӳтнине.
Каҫсерен йӗпететӗн минтер ҫиттине,
Ӗненместӗн пӗрех ывӑлу вилнине.
Тӗлӗкре хӑть килинччӗ тесе йӑлӑнан,
Кӗҫ хӗвел курӑнать инҫетри тухӑҫран.
Йывӑр шухӑш каймасть сан пуҫу ҫийӗнчен,
Кӗмӗл тӗс те ҫапать ҫӳҫ ҫине вӑхӑтчен.
Канӑҫ памӗ ҫӗр тӗрлӗ хуравсӑр ыйту:
Мӗншӗн килчӗ ҫапла тавӑрми ҫухату?
Ӳстерсеччӗ ӑна эс телейлӗ пулма,
Юратма, ыр курма. «Ватлӑхри кунӑма
Ҫӑмӑллатӗ-ха», - теттӗн. Хупӑнсан куҫусем
Тӑпруна таптама ҫитессе кӗтнисем...
Туххӑмрах йӑлт пӑчланчӗҫ таса ӗмӗтсем,
Таврӑнаймӗ иртни. Тулайман кӑмӑлсем.
Миҫе айӑпсӑр чун пӗтрӗ ҫак вӑрҫӑра?
Миҫе паттӑр салтак халь тӑрать сыхӑра?
Салтак амӑшӗ, пит ӑнланатӑп сана.
Ылханатӑп пин хут ҫав эсрел тӑшмана.
Мӗн калам-ши хӑйса? Мӗнпеле йӑпатам?
Сирме ҫук хуйхуна еплелле пусарам?
21. 01. 2025. Мая Салампи


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 4