Ах. Турăçăм! Пÿлĕхçĕм!
Çырсам турă ырлăха.
Тур ырлăха çырмасан,
Эп тÿсеймĕп хурлăха.
Çÿл ту çине ăлхасси,
Ăлхассинчен анасси.
Çичĕ юта тухасси,
Тухассинчен юрасси.
Атте лаши, тур лаша!
Тытăттăм та кÿлĕттĕм.
Çич ют лаши, сар лаша!
Тытаймăп та кÿлеймĕп.
Авăтать куккук савса
Аякра мар Маякра.
Ан хурланăр макăрса
Хăвăр патăр аякка.
Пÿрт умĕнчи шурă чул
Эп пуснипе хуралчĕ.
Хаклă ман тăван кил-çурт
Эп кайнипе хурланчĕ.
Вĕрене çулçи, кĕр илемĕ.
Ăçта вĕçсе ÿкрĕ-ши?
Илемлĕ хĕр ĕмĕрĕ
Мĕнле иртсе кайрĕ-ши?
Çумăр çавас тенĕ чух
Çумасăрах иртес çук.
Килнĕ илме çичĕ ют,
Илмесĕрех каяс çук.
Сарă чечек çурсассăн,
Пит вăраха тăмĕ-ха.
Сар хĕр тухса кайсассăн,
Кил илемĕ пĕтĕ-ха.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 6