Пĕрре çапла, пĕр ялта
Хăна тăвать пушкăрта
Кÿрши. Сĕнет кăмăлтан
Сĕтел тулли апата:
Пельменне те котлетне,
Рулетне те студенне,
Тĕтĕмленĕ салине,
Ăшаланă шăрттанне.
Кăшт апат антăр тесен,
Йÿççи те кирлĕ пулать.
Пĕр черкке эрех ĕçсен,
Тепри те аван анать.
Ĕçнĕ чухне эрехне
Калаçу хĕрсе пырать.
Çуллă сысна какайне
Пушкăрта сĕнсе парать..
Пушкăрт çынни ĕлĕкрен
Сысна ашне юратман.
Çуллă какая темрен
Яшка ăшне яртарман.
Пушкăрт çисе пăхнипе
Килĕштерсе пăрахать.
Йÿçĕ пуçа кайнипе
Тайкаланса çеç ларать.
Сĕтел хушшинчен тухсан,
Калать хăна чăваша:
«Сысна какай тутлă сан,
Юратрăм эп ку аша.
«Парăп халех эп сана
Шурă мăнтăр сыснана,
Сысна манăн пĕр карта»,-
Сĕнет хуçи пушкăрта.
«Усраман хальччен сысна,
Пăхма пĕлĕп-ши ăна,
Канаш пар эсĕ мана»,-
Хуçаран ыйтать хăна.
«Çиме апачĕ пултăр,
Пулать сан сысна мăнтăр.
Тусăм, эс çакна ан ман:
Сăхăм пулать пĕр çултан".
Чăнах та çапла иккен:
Мĕн паран, çавна çиет,
Апата хаплаттарать,
Кунсерен мăнтăрланать.
Хырăм тăранса çитсен,
Пĕртте çÿлелле пăхмасть.
Тутлă апата çисен,
Çав тер канлĕ çывăрать.
Пушкăрт килен-каянпа
Хăй сыснипе мухтанать.
Мĕнпур пĕлĕш-тантăшпа
Черкке тĕпне пушатать.
Тамаша вĕт, чĕр инкек,
Хуçа ĕçке ярăнать.
Ăша çĕлен вырнаçсан,
Чарăнса пулмасть иккен.
Лавккаран эрех илме
Енчĕкри укçа çитмест,
Сыснана апат çиме
Никам та илсе килмест.
Хасăр ун мĕн тумалла,
Сахăр шыв йÿçĕтмелле.
Кумăшки хăйне валли,
Априне сысна валли.
Çăмăл пурнăç пуçланать,
Эрех чуна кастарать.
Эрех черкки йăлтăркка,
Пурнăçĕ çеç пăлтăркка.
Сысна ахлатса выртать,
Кашни кун начарланать.
Йÿçĕ шыв ăша касать,
Тутлă ун çиес килет.
Хуçа алкаша тухать,
Сысна вăйран сулăшть.
Çÿлелле пăхса выртать,
Хуçипе сывпуллшать.
Тусăм, эс çакна пĕлсем:
Алкоголь – пысăк сиен.
Эрех чури пулас мар,
Эрех ĕçе юлташ мар..
Тĕрĕсне калать ватти,
Пулас çук нихçан латти.
Пикенсен ĕçме эрех
Вилĕн эс сысна пекех.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.
Нет комментариев