Ыталашу кунĕнче,
Ирхи хĕвел ăшшинче
Ытама лекес килет,
Савăнса кулас килет.
Ытала хĕвел пулса,
Паян кун ăшăт мана.
Ытала çумра тăрса,
Курам эп шевле сăнна.
Ытала çăлтăр пулса,
Ман чуна çутă парса.
Чун ăшши пайла манпа,
Телее тупам санпа.
Ытала уйăх пулса,
Пит тăрăх вăрттăн шуса.
Çунат хуш эс ман çума
Çÿллĕ тÿпере пулма.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Нет комментариев