Эпир пӗлетпӗр камне,
Хитре чӑваш халӑхне.
Чăваш - аптраман тавраш,
Кашни çыншăн вăл юлташ.
Хăна чӗнме юратать,
Алла курка тыттарать.
Чăваш сăри хăмлаллă,
Ĕçсе пăхма кăмăллă.
Чăваш тумĕ тĕрĕллĕ,
Куçпа пăхма илемлĕ.
Чĕлхи ун - чĕкеç чĕлхи,
Юрри вара - чун уççи.
Чăваш ăсĕ чи малта
Чăптана та шăнăçмасть.
Сăмахӗ унăн шалта
Шапӑлтатса калаçмасть.
Чăваш - ыраш хăмăлĕ,
Тулли унăн кăмăлĕ.
Хăна тесен тарават,
Кĕтсе илме вашават.
Перекете юратать,
Нихăш кун выçă лармасть.
Тĕрĕслĕхе кăмăллать,
Намăс кĕпи тăхăнмасть.
Чăваш халăхĕ хастар,
Нихçан та вăл халсăр мар
Алли унăн чапрас мар,
Ĕçре те вăл пит патвар.
Кăткă пек питĕ ĕçчен,
Ĕç тесен вилсех каять,
Ир тăрсан ӗҫлет каçчен
Пур ĕçе те пултарать.
Ун пӗр ури сăпкара,
Тепĕр ури акара.
Хĕвелтен ир вăранать,
Малалла тапăçланать.
Пур-ха пирĕн хушăра
Чăваш камне пĕлменсем.
Пулкалаççĕ таврара
Чăваш пĕтет текенсем.
Чăваш пулман чăваш -
Çухалнă пуртă аври,
Пур çынран та чи кайри,
Пулас ҫук ун çут малаш.
Пухăнтăмăр Канаша
Ыйтусем сÿтсе явма.
Кашниех кунта патша,
Тытӑнтӑмӑр тавлашма:
- Пирĕн ăна тумалла,
- Сирĕн кăна тумалла,
- Чăваш халăх пĕтĕ-шим?
- Çĕр çинчен çухалĕ-шим?
Çакна ман калас килет:
Чăваш ятне çĕклесси,
Ху чĕлхÿне упрасси -
Пурте хамăртан килет.
Эпир, чăваш çыннисем,
Çирĕп юман йăхĕнчен.
Пирĕн çутă ĕмĕтсем
Пурнăçланччăр ĕмĕрччен!
Шутлă кунсем пĕтмесĕр
Чăваш ĕмри вĕçленмест.
Юман типсе çитмесĕр
Çĕр çинче чăваш пĕтмест.
Чăваш пĕтсен - тӗче пӗтет,
Тӗнче пĕтсен - мӗн çитет:
Кайăк кайăка çийӗ,
Çын тени çынна çийӗ.
Чăваш ятне ан çĕртĕр,
Мухтанăр ун ячĕпе.
Кашни чăваш пуплетĕр
Тăван аннӗш чĕлхипе.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.
Нет комментариев