Çĕр çинчи йышлӑ халăх -
Çакă вăл пысăк пурлăх.
Вĕсенчен пĕри - чăваш,
Пӗлсенех унпа паллаш.
Пулнă чăваш чи вӑйли
Ун вӑйне тӑшман ҫӗнмен.
Унăн чĕлхи – авалхи,
Хальхи кунччен те ҫӗтмен.
Кашни халăхăн, паллах,
Чи хакли - тăван чĕлхе,
Кама парăннă чĕлхе,
Унăн пурнăçĕ вăрах.
Чĕлхе – халăхăн палли.
Мĕнрен тунă хĕлĕхне
Тытса тăма тĕнчене?
Нумай-ҫке тĕлĕнмелли!
Чăваш уйрăлса тăрать
Хăйне евĕр пулнипе.
Шур акăш пек курăнать
Эрешленӗ тумĕпе.
Капăр тӗрлӗ тумĕнчен
Куç илмесĕр киленен.
Унӑн ĕçченлĕхĕнчен
Пĕç çапса шалт! тĕлĕнен.
Чӑн-чӑн чӑваш юррине
Итлес килет ман самай.
Чӗвӗл чăваш чĕлхине
Чĕкеç чĕлхи тейĕн çав.
Чăваш çынни – ĕçĕнче,
Чăваш чунĕ - чĕлхинче.
Чăваш сасси – юрринче,
Чăваш тумĕ – тĕрринче.
Хуть те эсир мĕн калăр,
Мана çапла туйăнать.
Эсир те çакна тăнлăр,
Сире мĕнле курăнать.
Чăваш чĕлхи тем тĕрлĕ,
Питĕ çепĕç кĕвĕллĕ.
Чуна кёрсе вырнаҫать,
Çепĕç туйăм çуратать.
Пурĕ пирĕн чĕлхере
Вăтăр çичĕ сас палли.
Сасă шучĕ пуплевре
Шутсӑр нумай, лăк тулли 1.
Чĕлхери сасăсене
Пире панă Пÿлĕхçĕ 2.
Мӗнпур сас паллисене
Йĕркеленĕ чĕлхеçĕ 3.
Чăваш уя тухсассăн,
Шăрантарать уй юрри.
Чăваш уя кайсассăн,
Пăшăрханать çав тери.
Чăваш, эсĕ ан кулян,
Сан чĕлхÿ питĕ пуян,
Унпа эс ялан мухтан,
Тин вара ырлăх куран.
Чăваш чĕлхине пĕлсен,
Чĕкеçпе те калаçăн.
Чĕлхе вăйне ĕненсен,
Нихăçан эс çухалмăн.
Хăвна ху мухтамасан,
Кам тата сана мухтать.
Эс чăн-чăн чăваш пулсан,
Пур çын та сана мухтать.
Чăваш вăл - çывăх юлташ,
Пама юратать канаш.
Çавăнпа эс ан тавлаш,
Йăваш тесе ан ваклаш.
Чăваш çыннин сăмахĕ,
Вăй паран асамлăхĕ!
Ян та ян эсĕ янра
Çĕрĕн чăмăрĕ тавра!
_______________________
лăк тулли 1 - полным-полно;
Пÿлĕхçĕ 2– провидение ( божество, якобы раздающее людям счастливое или несчастливое жребии);
чĕлхеçĕ 3- языковед, лингвист.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 4