Ман умра шурӑ ҫеҫке,
Сӑнӗпе вӑл чиперкке,
Шӑршипе те пит тутли,
Пурне те вӑл чи хакли.
Ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗр пек
Илӗртет кашнин куҫне.
Вӑл королӗн майри пек
Мухтанать хӑй тумӗпе.
Шур карҫинкка ӑшӗнче
Сарӑ хӗвел йӑл кулать.
Сывлӑм ун ҫунатӗнче
Ҫулӑм пекех ялкӑшӑть.
Пур унта темле хӑаат
Тӗрлӗ чиртен сывалма.
Темӗн чухлӗ унӑн ят
Хӑй ячӗпе савӑнма.
Шур чечек, салтак тӳми,
Анчӑк курӑкӗ тени
Пит килӗшет пулмалла,
Мӗн тата каламалла.
Ромашка- хӗр чечекӗ,
Тенине те илтнӗ пуль.
Мӗншӗн ӑна ҫак ячӗ
Ӗмӗр таршшӗ юлнӑ пуль.
Рома каччӑ хӑй хӗрне
Ҫеҫке парнелес тесе,
Хирсем тӑрӑх ҫӳресе
Тупнӑ тет ҫак ҫеҫкене.
Ак юрату символӗ
Ӑҫтан пуҫланса каять.
Пур хӗрсен те ӗмӗрӗ
Юратуран пуҫланать.
Ромашка ҫуначӗпе
Хӗрсем юмӑҫ яраҫҫӗ,
Чун юратнӑ савнине
Тӗл пуласса шанӑҫҫӗ:
" Юратать, юратмасть,
Пӗрре тытса чуптӑвать.
Урӑххине юратать,
Чӑнахах мана савмасть,
Ӑшӑ палли, ҫу палли,
Тӗрӗсне мана кала!
Хам юратнӑ савнипе
Тӗл пулатӑп-ши паян".
Улӑхра та уй-хирте -
Пур ҫӗрте те вӑл ӳсет.
Чечек куҫа савӑнӑҫ,
Илемлӗ унпа пурнӑҫ.
Кекен ялӗ, Мелания Никифорова.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев