У-у, çĕр çырли, çĕр çырли -
Çимĕçсенчен чи тутли.
Ырă шăршă саракан,
Вăл ĕлкĕрет чи малтан.
Питĕ тутлă çĕр çырли,
Пиçнё-çитнĕ хĕр пики -
Хăйĕн сĕткенлĕхĕпе,
Тутлă техĕмлĕхĕпе.
Сад пахчинчи çĕр çырли,
Чи хитри те чи тутли,
Сар хĕвелпе хĕрелни,
Çумăр шывпе пĕвенни.
Çĕр çырли – паха çырла,
Эсĕ ăна ан хурла.
Усă кур унпа ялан,
Унăн сиплĕхне ан ман
Магни, тĕрлĕ витамин,
Кали, бета-каротин –
Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлать,
Пурăнмашкăн вăй парать.
Пит те пĕтĕркеленмест,
Шăл та кĕмĕл пек çиçет.
Нерва та çирĕп пулать,
Вăй-хал та патварланать.
Çĕр çырлин усси пысăк,
Парĕ вăл çынна сывлăх.
Пурăнăн ялан савăк,
Тарĕ санран ватăлăх.
Хамăр пахчари çырла
Сĕнчĕ пире чашкипе:
- Çийĕр,- тет ырла-ырла
Ларнă чух тăвансемпе.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Нет комментариев