Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 79 çул çитет. Пĕтĕм халăх çак куна чыслăн кĕтсе илме хатĕрленет.
Вăхăт иртсе пыруçăн вăрçăн йывăр çулĕсем каярах та каярах тăрса юлаççĕ. Апла пулин те, совет çыннин çапăçури паттăрлăхне, ĕçри хастарлăхне пĕтĕм этемлĕх асра тытать. Мĕнпур халăхпа пĕрле Кекен ялĕнче çуралса ÿснĕ ывăл-хĕрсем Тăван çĕршыв ирĕклĕхне никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешекенсем хушшинче чыслă вырăн йышăнаççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайма пĕрремĕш кунхинех Кекен, Чайка. Алексеевка. Туяш. Ярат ялĕсенчен 176 çынна чĕнсе илнĕ. Вĕсенчен 93-шĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă, 44-шĕ аманса таврăннă. Кекен ялĕ хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсене манмасть, вĕсемпе мухтанать. Вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене чысласа обелиск умне тирпей кÿрет, уявсенче чĕрĕ чечексем хурать.
Вăрçă ветеранĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр харсăррăн çапăçнă. 1418 кун хушши пынă вăрçăра халиччен никам курман хаюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Тăшмана чун-чĕререн курайманни хастарлă пулма хавхалантарнă. Хастарлăх хăтарать, чапа кăларать теççĕ. Чаплă паттăрсем медальсĕр пулмаççĕ. Кекен ял çыннисен вăрçăри паттăрлăхшăн панă медальсемпе орденсем те сахал мар.
Патшалăх Васильев Александр Семеновича Хĕрлĕ Ялав орденĕ, Филиппов Сергей Федотовича Тăван çĕршыв Аслă вăрçăн 1-мĕш степень орденĕ, Захаров Владимир Петровича – 2- мĕш степень орденĕ. Антонов Арсентий Николаевича, Васильев Дмитрий Семеновича тата Степанов Александр Сидоровича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, Никитин Клавдий Ивановича «Хастарлăхшăн» медаль, Матвеев Игнат Архиповичпа Герасимов Клавдий Дмитриевича «Паттăрлăхшăн» медальсем парса чысланă.
Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех çак учительсем: Антонов А.Н., Никитин Ф.И., Матвеев А.А., Филиппов С.Ф., Матвеев К.А., Данилов В.Я., Анисимов Н.И., Андреев Н.И., Максимов Л.И., Максимов Е.И., Максимов Н.Я., Степанов А.С., Сергее К.Ф., Акимов П.Г., Васильев Д.С., Андреев Я.И., Андреев И.И. т. ыт. те вăрçă хирне тухса кайнă, çавсенчен П.Г. Акимов. А.А. Матвеев. Н.И. Анисимов, В.Я. Данилов, В.К. Петров, Л.И Максимов, Е.И. Максимов, Н.Я. Максимов вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Никитин Ф.И.,Филиппов С.Ф., Сергеев К.Ф. яла инвалид пулса таврăннă. Шкулшăн ку пысак çухату пулнă, ачасене вĕрентме хĕрарăм учительсем çеç юлнă. З.П. Тарасова, К. Я. Максимова, А. Н. Матвеева, О.С. Васильева, Л.И. Максимова, В. И. Антонова, шкул ĕçĕсемсĕр пуçне ялти пур ĕçсене те ертсе пынă: субботниксене, воскресниксене хутшăннă, фронта ярса пама посылкăсем хатĕрлеме пулăшнă, совинформбюро пĕлтерĕвĕсене халăх патне çитернĕ, тырпул туса илнĕ çĕрте те вăй хунă. Ял çыннисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.
Вăрçă вăхатĕнче тăлăх ачасен шучĕ нумайланса кайнă, вĕсене тăлăх ачасен çуртне, Тимеш ялне вырнаçтарнă. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, иртнĕ вăрçă нумай-нумай çын пурнăçне хуçса хăварнă.
1941-1945 çулсем Совет çыннисен паттарлăхĕпе ĕçченлĕхĕ çак çулсенче пĕтĕм этемлĕх умне яр-уççăн тухса тачĕ, пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерчĕ.
Вăрçă ветеранĕсем, тылри ĕç паттăрĕсем! Ывăлăрсен, хĕрĕрсен, мăнукăрсен ячĕнчен сире пурне те пуç тайса чун-чĕререн çапла калас килет: "Тавтапуç сире пурсăра та, чаплă çĕнтерÿшĕн. мирлĕ те телейлĕ пурнăçшăн! Çирĕп сывлăхлă пурăнăр, ĕмĕрĕр вăрăм пултрăр, ырă кун-çул курăр!"
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.
Комментарии 6