Тыл ветеранĕсем
«Анне шăпинчен иртеймерĕм...»
- çакăн пек калать иртнине аса илсе Тĕмер ялĕнче пурăнакан тыл ветеранĕ Александра Яковлевна Дутова.
Пĕччен мар эсĕ
1970 çулта Анаткасри Дутовсен çемйине кĕтмен çĕртен хăрушă инкек йăтăнса аннă. Çичĕ ача ашшĕ, 43 çулхи Александр Алексеевич Дутов пурнăçран уйрăлса кайнă. Аслă хĕрĕ Валентина сккăрмĕш класра вĕреннĕ, кĕçĕнни, Нииколай ывăлĕ, сăпкари ача пулнă. Ырă кăмăллă, ялти хисеплĕ арçынна юлашки çула ăсатма пĕтĕм ял çынни тухнă пек астăватăп. Унтанпа 51 çул иртнĕ пулин те Александра