Ҫӳл тӳпере (сăвви Отец Силуанăн, музыки Виталий Адюковăн) 1.Никама та ним те каламастӑп, Палӑртмастӑп чунӑм ҫуннине... Хуйхӑ-суйхӑна пусараймастӑп, Чараймастӑп ӑш вӑрканине. 2.Шӑплӑха ӑнтан савма пуҫларӑм, Шӑплӑхра ҫеҫ чунӑм уҫӑлать... Ӑшӑмра ҫӗлен пек чашкӑрсан та, Ҫын ҫине кӑлармӑп эп ӑна. Хушса юрламалли: Ҫӳл тӳпере хӗвел те пур, Ҫӳл тӳпере уйӑх та пур... Никама уйрӑм ӑшӑтмасть, Никама уйрӑм ҫутатмасть. Ҫут тӗнчере Турӑ та пур, Тата Турӑ амӑш те пур... Пурне те пӗр пек хӗрхенет, Пурне те пӗр пек пехиллет! 3.Итлеместӗп ҫын сӑмаххине халь, Тӗрӗс мар вӑрҫсассӑн та мана... Пуҫӑма чиксе кӑна тӑратӑп, Чулпала персессӗн те хама. 4.Ах мӗн чухлӗ таврара асамлӑх, Асампа
«Манăçми салтаксем» (Сăввипе кĕвви Юрий Кашкăрăн) 1.Каш кашларĕ, ах! Хура вăрман Вăрманçăсем пуртă кăларсан Тĕрлĕ йывăç, ватти çамрăкки Пурчĕ хурăн, юман йывăççи Ӳкрĕç пĕтрĕç çамрăк йывăçсем Эх! Çаралчĕç вĕсен речĕсем Пурăнса та курайман вĕсем Ыттисемшĕн пуç хуракансем. Хуйхă сывлăшра вĕçет, вĕçет Суккăр вилĕм алхасса çӳрет Паттăрсем сăнаççĕ тӳперен Манăçми юман пек салтаксем Касса илчĕç амăш çумĕнчен Туртса илчĕç ашшĕ пилĕнчен Çамрăк, çирĕп, вăйпиттисене Куç хуптарчĕç ĕмĕр-ĕмĕрне Ăнланса та ĕлкĕрейменскерсем Пĕлĕтсем çинче ĕнтĕ вĕсем Пурăнса та курайманскерсем Ыттисе пурнăç паракансем!