Предыдущая публикация
Таврара халь хура кӗркунне.
Вӗҫен кайӑк сассисем шӑпланнӑ,
Пукрав каҫӗ кайнӑ кураксем.
Эп астӑвап анне каланине:
-Хӗрӗм, эсӗ,Пукравра ҫуралтӑн.
Сана сыхлӗ ӗмӗрех Тур амӑш
Ҫул кӑтартӗ ырлӑх тӗнчине.
Пукрав кунӗ ялан кукӑль хупнӑ
Ҫуртра хӗлле ӑшӑ тытӑнма,
Кӗркуннепе хӗлле пирвайхи хут
Тӗл пулнӑ ҫак кунран пуҫласа.
Пукравран алӑ ӗҫсем пуҫланнӑ,
Уллахсем ларма кайнӑ хӗрсем,
Тур ҫырнине тӗл пуласчӗ тесе
Ҫут ӗмӗтпе пурӑннӑ вӗсем.
Мамӑк евӗр шур юрӗ ӳксен те,
Чашлаттарса ҫусан сив ҫумӑр
Ҫав-ҫавах Пукравра савӑнатпӑр
Мӑнтӑр кӗр парӑшмӗ никама.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев