Тăван чĕлхене
Тăван чĕлхене
Шанатпăр!..
Çеçпĕл Мишши
Çепĕççĕн, сулмаклăн,
Савăккăн, хăватлăн
Янăратăн эсĕ, ман тăван чĕлхем.
Тимĕре тататăн,
Чул сăрта вататăн,
Сÿннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем!
Савнă ялăмра-и,
Шавлă хулара-и
Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире.
Атăлăн – Мускавăн
Илтĕнен мухтавлан, –
Çитмĕл çичĕ халăх саламлать: хитре!
Венăра тăрать-и,
Берлинра утать-и
Ирĕклĕх салтакĕ,
чыслăха туйса, –
Туслă чĕлхесенĕн
Хушшинче, кервенĕн,
Сас паратăн эс те, кăмала уçса.
Ĕмĕрсем пиĕ
Халăхăн илемĕ,
Кунсерен çекле эс иксĕлми вăйна!
Чăвашлах хавассăн
Калаçать Некрасов,
Пушкин та, Шекспир та йышăнчĕç сана!
Хăшпĕр каппайланнă,
Çын тивĕçне маннă
Йăхсăр-хурăнташсăр каçăр сăмсасем
Сан пирки, мăнаçлăн,
Кăрккасем калаçнăн,
Павăраç пулин те, шанчăксăр, тесе,
Эп сана шанатăп,
Эп кĕтсех тăратăп:
Килĕ Улăп-ывăл – Горькие юлташ.
Вăл сана чап кÿрĕ,
Тĕнчипех вăл çÿрĕ –
Мирпеле канашăн юрăçи – Чăваш!
1952
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев