Тĕп редактора çирĕплетнĕ
Елена Петрова "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче 2002 çултанпа ĕçлет. Пирваях обществăпа политика пайне ертсе пынă. 2023 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçлакана лартнă.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн 2024 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчи приказĕпе килĕшỹллĕн вара Елена Петровăна тĕп редактор должноçне çирĕплетнĕ. Çак тĕллевпе паян редакци коллективĕпе министр çумĕ Алина Федорова тĕл пулчĕ. Вăл Елена Геннадьевнăна çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Эпир те, ĕçтешĕсем, çавнах сунатпăр.
Нумай çул культура тытăмĕнче вăй хунă Валерий Изратов Çĕнĕ çул, Çĕнтерỹ уявĕсенче, ытти паллă кунсенче Елчĕкри хăй тытакан «Водолей» лавкка умне çын ăмсанмалла хитрелетме пултарнипе палăрса тăрать. Кăçал...
МАРИНА ЯКОВЛЕВА, ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ТАВА ТИВĔÇЛĔ АРТИСТКИ: «МАНĂН ШĂПАНА ТУРĂ ÇЫРНĂ Телеграм» каналăн Тĕмер ялĕн ушкăнĕнче 500-е яхăн çын тăрать. Ялта, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсем çырса тăракан хыпарсемпе эпĕ те хаваспах паллашатăп. Тăван тăрăхăн ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ чылайăшĕшĕн кăсăклă. Пĕр хыпар уйрăмах савăнтарчĕ — шкулта пĕр класра вĕреннĕ Саша Яковлевăн хĕрне — Марина Александровна Яковлевăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки» ятне панă иккен. Пысăк чыса тивĕçнĕ ентеше çак ятпа ырă сунса саламлакансем йышлă пулчĕç социаллă сетьре. Шупашкара кайсан артисткăпа Чăваш патшалăх академи театрĕнче тĕл пулса калаçрăм. «Пурпĕрех артистка пулатăп» — Марина Александровна, пы