"Хисеплĕ Чунташсем тата Алтая кайма хатĕрленнĕ туссем! Шел пулин те, Алтая кайма çынсем пĕр автобус таран тупăнмарĕç. Çавăнпа та Дагестанри туссем чĕннипе кăçалхи Чунçÿрев Каҫпи тинĕс хĕрринче, Дагестанра иртет. Чунҫӳрев 9 - 19 июльте пулӗ, вӑл Чӑвашьенте хамӑр халӑхӑн паллӑ ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене кайса пуҫ тайнинчен тытӑнать (Кокель, Айги..). Пӗрремӗш куннех Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ӑнтӑр (Ундоры) ҫӗрӗнче пулӑпӑр, Сӗве ҫумӗнче вырнаҫнӑ бӑлхарсен авалхи хулашӗпе паллашӑпӑр. Тепӗр кунне, 10 июльте, Чӗмпӗрти Яковлевӑн шкулне ҫитсе курӑпӑр. Чунҫӳреве хутшӑнас текен Чӗмпӗрьен ҫыннисем ҫавӑнтан та ларса пыма пултарӗҫ. Хаваспа сире кӗтетпӗр! Ыттине пӗлме пултаратӑр ҫак телефонпа: 89276679323 Ултияр