Унтан Нарткала хулине çул тытрăмăр. Чи кăсăкли çавăнтан пуçланчĕ. Хăна çуртне çитрĕмĕр, ак тамаша! пире чăваш хĕрарăмĕ кĕтсе илчĕ! Эпĕ кирек ăçта кайсан та хам кам пулнине пĕлтеретĕп. «Сирĕн хăна çуртĕнче паян чăваш юрăçи канать», — тетĕп. Хальхинче те çапла каларăм. Çак сăмахсене илтсен хайхи хĕрарăмăн сăнĕ тÿрех çуталчĕ. «Эпĕ те чăваш! Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ!» — шалт тĕлĕнтерчĕ вăл. Хавхаланнăскер тÿрех Нальчик хулине шăнкăравларĕ. Унта виçĕ çул каялла чăвашсен «Нарспи» наципе культура центрне хута янă иккен. Çĕнĕ тусăм пĕрлешÿ ертÿçипе çыхăнса эпĕ килнине хыпарларĕ. Центрта мероприятисем ирттерессипе ĕçлекен, Шупашкарта çуралса ÿснĕ Марина Устинова, тĕлпулу йĕркелеме сĕнчĕ. Вăл 20 çулта чухне Нальчик каччипе пĕрлешнĕ те Кавказра тĕпленнĕ», — каласа кăтартрĕ чăваш эстрада артистки Аида Великова.
Тĕплĕнрех - "Чăваш хĕрарăмĕ" (22.02.2024)
Сăн ÿкерчĕкре: Аида Великова Кабарда Балкар Республикинчи чăвашсен "Нарспи" наципе культурин хастарĕсемпе.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев