Эсĕ парсам ална
1.Эсĕ парсам ална.
Йывăр-и халь сана?
Эсĕ пĕччен мар.
Çук сăлтав та хурланмалăх.
2.Чунлăх – паха тупра,
Пултăр кашни çынра.
Сывă та лăпкă
Пурăнас тет пĕтĕм халăх.
Хушса юрламалли:
Телейлĕ малашлăх
Кĕтет-и пире
Ыран тĕнчере?
Хăçан-ши яланлăх
Шăпланĕ пăшал,
Тĕп пулĕ усал?
Пĕлетĕп: хаярлăх
Хуçа мар паян,
Ырри те пуртан.
Кĕçех тус-тăванлăх
Çĕнтерĕ йăлтах.
Тăхта эс кăштах!
3.Вăрçă таçта шавлать,
Хĕрлĕ юн тăкăнать.
Акă шăпах çак
Самантра та пуç хураççĕ.
4.Сӳнмĕ хĕвел нихçан.
Уншăн эпир пĕр тан.
Çитĕ пурне те
Ун çути, мĕн уйăраççĕ?
. В. Раштав
Ачасем-пысăк телейěн пěчěк, анчах та пысăк пěлтерěшлě çутā пайăркисем, ашшě-амăшěн чунěсене савăнăçпа тултаракан тěпренчěксем, пирěштисем, пурнăç калчисем, чечекěсем.Вěсен телейě яланах тěп вырăнта пулмалла.
Ачасене хýтěлемелли кун ячěпе мěнпур пепкесене, шăпăрлансене тата вěсен ашшě-амăшěсене чунтан саламлатăп. Йăлтăр кулă, янкăр тýпе, иксěлми телей, çирěп сывлăх, тăнăç пурнăç сунатăп.