#перевод
Андрей Шмульян
Ачашшӑн ҫеҫ пӑхса илсессӗн
Эс, ҫывӑх тусӑм, ман ҫине,
Тӗссем асамлӑрах ҫиҫеҫҫӗ -
Ҫӗрпе тӳпе хыпса илессӗнех!
Ялан санпа - хавас-и, терт-и -
Санпа пайлас килет веҫех.
Халь ал парса "таса пул" тер те
Нумайлӑха тухса каяр инҫе.
Калас тени сӑмахсӑр паллӑ,
Ма тепӗр хут саспа калар:
Чунри ачашлӑх, чунри тӑванлӑх -
Юратуран та вӑйлӑрах кӑвар.
Хавас самант ҫитет тата та,
Эс килӗн те, вара ун чух,
Ун чух санпа сӑмах тататӑп:
Эпир нихҫан, нихҫан уйрӑлас ҫук!
18.04.2024.
***
Когда простым и добрым взором
Ласкаешь ты меня, мой друг,
Необычайным цветным узором
Земля и небо вспыхивают вдруг.
Веселья час и боль разлуки
Хочу делить с тобой всегда.
Давай пожмём друг другу р
#перевод
Белла Ахмадулина.
Ман урамра ӗнтӗ миҫемӗш ҫул
ура сасси - туссем каяҫҫӗ шавлӑн.
Туссем кайнишӗн тӑкӑннӑ куҫҫуль
Сӗм кантӑкӑн леш енӗшӗн юравлӑ.
Пӗчченлӗхӗм! Сан кӑмӑлу хивре!
Тӑрӑнтаран та циркуль пек шеллевсӗр
сивлек ҫиҫсе йӑва ҫавран хӗвре,
ӳкӗтлени те уссӑр - илтмӗн эсӗ.
Чӗвен тӑрам-и сан вӑрманунта,
ӑсаннисем енче ҫеҫке тупам-и,
тутам ҫумне тытса савам, унтан -
хӑйне суйса, ман тӑлӑх чун йӑпанӗ.
Вулавӑш шӑплӑхне эс парнеле,
кӗввӳсене те пар - епле мӑнаҫлӑ:
тин ҫӳрӗп - ӑслӑскер - эп кӗр енне
вилнисемпе чӗррисене манассӑн.
Салхулӑхпа пӗлӳ мӗн иккенне
япаласем чунне уҫсан ӑнланӑп.
Таянӗ те, ача пек, хул ҫине,
вӑрттӑнлӑхне пӗлтерӗ ҫут ҫанталӑк.
Вара ун чух салхун ӗсӗклесе