— Çитрĕмĕр кăна, йĕри-тавра танксем, машинăсем çунаççĕ. Эпир вара çав вут-çулăма кĕтĕмĕр. Куç курнине шухăш малтанах йышăнасшăн пулмарĕ. Хытах хăрарăм-ши, Турра питĕ ĕненсе, вăл пулăшасса, сыхласса шанса хĕресе çапла хам сисмесĕрех çăвара хыпрăм çавăн чухне. Эпĕ – хĕç-пăшал наводчикĕ. Манăн хăрама юрамасть, — Чечняри хăрушă саманта аса илчĕ вăрçă ветеранĕ Андрей Антонов.
Каçал ен арĕн шăпи-пурнăçĕпе «Хыпарăн» ыранхи номерĕнчи «Вăл пулнă вăрçăра» рубрикăра паллашма сĕнетпĕр.