Предыдущая публикация
Мĕнле телей анне пурри,
Ытла ырă-çке ун чĕри.
Хĕвел пек ăшă, тарават,
Ачисемшĕн вăл тăрăшать.
Мĕн чухлĕ çепĕç сăмахсем,
Чун-чĕререн тухаç вĕсем.
Аннеçĕм, пурте сан валли,
Пуçа тайса тав тумалли.
Мĕнле хакламăн аннене,
Ыр-кăмăллă пирĕштине.
Куç пек сыхлан ачусене,
Тивĕçлипех чăн-чăн анне.
Çуратнăшăн, ӳстернĕшĕн,
Ырă сунса пилленĕшĕн,
Пуриншĕн те - анне, тавах,
Сывлăхлă пул эс яланах.
Сӑвӑ авторӗ: Клементьева Л.Ф.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев