Паллах, машиналла. Эпир, пӗр хуҫалӑхра "ӗҫлекенсем", ГАЗ-53, ЗИЛ е КамАЗ пек сасӑ кӑларса хӑйӑр тӗнчин серпантинӗсемпе туслӑн хӑвалаттӑмӑр шакмак кабинкӑллӑ, кустӑрмаллӑ хӑма татӑкӗсе тытса. Путса ларатӑн, пиплеттерен, колхоза малалла яратӑн. Кун вӗҫленнӗ ҫӗре хӑйӑр кӑна пулса пететӗн.
Чӑн-чӑн грузовик кабинккине ларса руль пӑркаласси – шӑпӑрланӑн ӗмӗчӗ. Камӑн ашшӗ шофёр – ҫав ачасене питӗ ӑмсанаттӑм. Хамӑн та пысӑк пулсан машинапа ҫӳрес килетчӗ. Питӗ-питӗ.
Пирӗн Пӳркелӗнчи Октябрь кассинче машинапа ҫӳрекен ҫын – Савкка Туля тете кӑначчӗ, ыттисем мотоциклпа е ытларах ҫуран. Сайра хутра Шупашкартан аннепе пӗртӑван Мишшук кукка килсен вара пиртен телейлӗ ача ҫукччӗ. Самосвал кабинкине кӗрсе ларсан эсӗ касри кӑна мар, ялти, таврари мӗн пур ачаран ҫӳллӗрех туятӑн хӑвна! Розӑллӑ скорость куҫармалли рычаг, Фанг! туса кӗске сасӑ кӑларакан клаксон, радиолла, хур ҫӑмарти пысӑкӗш нимӗҫ майрисен наклейкисем! Ҫак КамАЗ номерне эпӗ кӑна мар, манпа пӗртӑван мӗн пур ача ҫӗрле вӑратсан та йӑнӑшмасӑр калаять: 51-12 ЧУИ.
Эпӗ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн ялти ытти троечниксем пекех Пӑвари военкомат урлӑ ҫар водительне вӗрентӗм. Пирӗн Тӑхӑрьялта 1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче пурте ҫапла тӑватчӗҫ пулӗ, института-мӗне каякан ҫукпа пӗрехчӗ. Шофера вӗренетӗн те салтака каятӑн. Унтан таврӑнсан колхозра машинапа ӗҫлеме тытӑнатӑн. Ун чухне сан килӗ умӗнче машина пулни утӑллӑ та, тырӑллӑ та, чӗкӗнтӗрлӗ те, мотоциклпа хӗрсем патне кайма бензинлӑ та тӑватчӗ.
Ҫапла шоферсен ушкӑнӗнче чӑвашсем пуринчен те ытларах пулса тӑтӑмӑр. Хамӑрпа пӗр ҫулхи Рункӑ, Альших, Тутиел, Шуршу, Элшел, Раккасси ачисемпе ҫавӑнта ҫывӑхрах паллашрӑмӑр. Ытти ял ачисене кӳрентермен те, анчах пуҫ та ҫӗклеттермен.
Ҫул-йӗр правилисене Наратбашри ватӑ Гамиль абый вӗрентетчӗ. Вӑл Пӑвана кашни кун урапа кӳлнӗ лашапа килетчӗ. Ӗҫме – шоферла – стаканпа. Ку пирӗншӗн, урока килейменшӗн ҫур литрпа саплаштаракан 17-ри ҫамрӑксемшӗн, хӑйне евӗр тӗслӗх те пулнӑ пулмалла. Гамиль абыйӑн сӑмси пысӑкчӗ. Вӑл эрех юратнине пире аслӑраххисем пӗлтерсе хунӑ, ҫавӑнпа хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупрӑмӑр.
Устройство предметне 45-сенчи Ильдар-и, Искандер-и вӗрентетчӗ. Унӑн районта пӗрре – хӗрлӗ "Опель" пурччӗ. Хушамачӗсене мантӑм ӗнтӗ, ячӗсем те, ав, асран тухса пыраҫҫӗ. Тата "КАМАЗ-богатырь", "Урал" машинасемпе ҫӳреме вӗрентекен 3-4 инструктор пурччӗ, вӗсен сӑнӗсене те маннӑ ӗнтӗ. Ҫар водителӗсен курсӗсене 83-мӗш СПТУ йӗркеленӗччӗ, вӗсем ҫур ҫуллӑхччӗ.
Гамиль абый ятлаҫма маҫтӑрччӗ. Вӑл вара пуҫлансан виҫӗ хутлисене сӑрхӑнтарма – тӗнсене те, сӑнарсене те, тупӑк хӑмисемпе ытти абстракцилле япаласене те сӗкетчӗ, мӑйракипе. Тутарсемпе юнашар ӳснӗ пулин те, 17 ҫула ҫитиччен эпӗ ун пек намӑссӑр сӑмахсем илтмен. Тата Гамиль абый ҫул ҫинче сан грузовикна хирӗҫ пыракан транспорта "люфкавуй" тата "гужавуй" ҫине уйӑрни ӗмерлӗхех асра юлчӗ.
Ҫӑмӑл вӗрентӗмӗр. Шкулти каникулсем вӑхӑтӗнче тракторист е комбайнер пулӑшаканӗ пулса ӗҫленӗ чӑваш ачисем техникӑна лайӑх пӗлеттӗмӗр, Пӑва услапӗсене тӑрӑхласа витре йӑттарса гараж кочегаркине искра илме пӗрре мар чуптарнӑ. Ток "тӳрлентӗр" тесе сваркӑн хутланса выртакан кабельне тӳрлеттерни те пулнӑ. Арҫын коллективӗнче мӗнле-ха шӳтсӗр?
"С" категориллӗ правана эпӗ ҫӑмӑллӑнах илтӗм, ял путпулӗн кучченеҫӗ мотоциклпа ҫӳремелли "А" категорие те ҫыртарчӗ документ ҫине. Правине 1995 ҫулхи февралӗн 14-мӗшӗнче илтӗм. Анчах унта аяла вӗтӗ шрифтпа "18 ҫул тултарсан кӑна руль умне ларма юрать" тесе ҫырса хунӑ. Пӗлсенччӗ эсир, ҫав 4 уйӑх мӗнле майӗпен иртнине...
2003 ҫулта "В" категориллӗ пулса тӑтӑм. Унтанпа ӗнтӗ 4-мӗш машинапа ҫӳретӗп. Хам пирки асс тесе калаймастӑп: пӑрлӑ ҫул ҫинче 3 хут кат аяккине анса кайнӑ, 6 хут машинасемпе ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗр аварийӗ ман айӑппа пулчӗ. Кинори пек, ами. М-7 трасса урлӑ каҫакан кӗпер ҫинчи вӗҫлӗ тимӗре лексе кустӑрма шартлатса ҫурӑлнипе виҫӗ алӑклӑ "Хундая" пырса ҫапӑнтӑм, унтан кӗпер бардюрӗ ҫине тӑрӑнтӑм. Вӑл сыхласа хӑварчӗ те ман хӗрлӗ иномаркӑна аяла персе анасран... Ытти автопӑтӑрмахсем ҫапларах: сахалтан та 10 хут пылчӑкра путса ларнӑ, 20 кустӑрма шӑтарнӑ. 2-3 миллион хурт-кӑпшанкӑ вӗлернӗ, 1 хура таптаса кайнӑ, 3 шӑшине. Халӗ те хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн штрафсем килкелеҫҫӗ. Ҫапах мана руль умӗнче ларса пыма питӗ килӗшет. Уйрӑмах ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра.
Аслӑ ҫул дилетантсене чӑтма пултараймасть. Ун ҫинчен ҫул хӗрринчи пиншер хӗреспе тимӗр уйӑх аса илтерсе тӑрать. Ҫавӑнпа хама та, хам пеккисене те асӑрхаттарса калассӑм килет: "Ан васкӑр, сире килте кӗтеҫҫӗ". Турӑпа пӗрле!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 13
Ҫулӗсем те пӗр тумхахсӑр ,шӑтӑк шатӑксӑр пулччӗр!!!