Ашшĕн çĕрĕ çинче хăнара
Штанаш ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа 326 çын хутшăннă, 224-шĕ тăван килне таврăнайман. Вăрçă ветеранĕсем хальхи вăхăтра пурнăçран пурте уйрăлнă, темиçе салтак арăмĕ çеç тăрса юлнă. Ку тăрăхри чылай ветеран çĕршыва хỹтĕлесе орден-медаль илме тивĕçлĕ пулнă, вĕсенчен пĕри - Штанашра çуралса ỹснĕ Иван Филиппович Кашкиров лейтенант (1921-1998 çç.), ăна 1944 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Иван Кашкирова çар ретне 1939 çулта илнĕ, вăл финн вăрçине те хутшăннă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чух Иван Филиппович Киев хулинче службăра тăнă. Виçĕ уйăхран ăна кĕçĕн лейтенантсен курсне вĕренме янă, çамрăк çын связист пулса тăнă. 1942 çулта Ростов облаçĕнче вĕсе