Шӑплӑх.
Кӗҫӗр эп шӑплӑха тимлӗн итлетӗп,
Тимлетӗп тӑрӑшсах ун сассине.
Шӑплӑхӑн сасси ҫук вӗт-ха,
пӗлетӗп,
Пӗрех шанчӑкӗ пур-ха чӗрере...
Пӗр пӳрт тулли ача - пӑчаллӑ ҫурчӗ,
Паян ларать пӗр шавсӑр шӑплӑхра.
Пилӗк ачаллӑ амӑшӗ мӑшӑрсӑр,
Кунпа каҫне ирттерет ватлӑхра.
Кашни чӳречерен тӑван пӑхатчӗ,
Халь каррине никам та шутармасть.
Кайри пӳртри пӗчӗк ҫеҫ чӳречине,
Хутран - ситрен анне уҫса хупать.
Кӗрленӗ те шавланӑ пирӗн ҫурчӗ,
Атте чӗрӗ, анне те ҫамрӑкрах.
Ачисем ҫеҫ ҫитӗнчӗҫ питӗ хӑвӑрт,
Тухса кайсан, килмеҫҫӗ васкасах.
Шӑплӑх та канлӗх чӑн та питӗ кирлӗ,
Шавӗ йӑлӑхтарать пуль хӑш чухне.
Пӗрех анне чӗри кашни ачишӗн,
Хыпса ҫунать ҫамрӑк чухнехилле.
Кили- кил урлӑ, пушӑ ҫуртсем лараҫҫӗ,
Ҫулсем шӑваҫҫӗ, ялӗ ватӑлать.
Чалӑшнӑ кантӑксем тунсӑх куҫпа пӑхаҫҫӗ,
Мӑрьисенчен тӗтӗмӗ те тухмасть.
Пирӗн тӑван килӗм те тӗксӗмленчӗ,
Сӑрри те сӑрласассӑн тытӑнмасть.
Пӗр харӑс хуҫипе вӑл та ватӑлчӗ,
Халь шӑплӑхра пирӗншӗн тунсӑхлать...
Акӑ, каллех эп тимлӗнрех итлетӗп,
Сив ҫил ҫеҫ кассӑн-кассӑн ашкӑнать.
Эп сас ҫуккишӗн, шӑплӑха ятлатӑп,
Ӗмӗр иртнишӗн чунӑм хурланать...
18.11. 2025 ҫ.
❤️Алевтина А.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 1