- Кăçал Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитрĕ. Хăнăхнă пек йышлăн пухăнса уявлама май килмерĕ пулин те, ку уяв пĕлтерĕшĕ пĕрре те чакмарĕ. Мирлĕ пурнăçшăн тăшманпа çапăçса вăрçăра пуçĕсене хунă, çавăн пекех тылра кунĕн-çĕрĕн ырми-канми вăй хурса Çĕнтерĕве çывхартнă ентешĕмĕрсене чыс туса ял тăрăхĕнче пурăнакансем нумай акцие хастар хутшăнчĕç.
Пирĕн ял тăрăхне пурĕ 7 ял кĕрет. Пур ялта та вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăксем пур. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ çумĕнче пĕрлĕхлĕ стела вырнаçнă. Пур палăк умĕнче те кăçал çĕнĕлле йĕркепе "Астăвăм çурти" йĕркелерĕмĕр. Ĕнер кăнтăрла вара пуринче те кăшăлсем хутăмăр. Ял тăрăхĕнче пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ - Геннадий Иванович Пакрушов - юлчĕ. Уяв ячĕпе ăна саламлама ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕпе Иван Михопаровпа тата райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕпе Вера Ярабаевапа пĕрле кайрăмăр.
Пандемие пăхмасăр эпир Аслă Çĕнтерỹ уявне çĕнĕлле уявларăмăр. Халăхпа пухăнса мар пулин те, çак уявра пирĕн чунсем, чĕресем пĕрле пулчĕç.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев