Кирек хăш сферăра та патшалăх пабликне кăсăклă хатĕрлеме пулать. Ку унăн уйрăм енĕсенчен те мар, ăна ертсе пыракансенчен килет. Çапларах шухăш палăртрĕ Чăваш Енри чи лайăх патшалăх пабликĕсен фестивалĕнче Региона ертсе пыракан центрăн ертÿçи Татьяна Немцева. Наци библиотекинче йĕркеленĕ тĕлпулăва патшалăх органĕсемпе организацийĕсен официаллă страницисен администраторĕсем пухăнчĕç.
Кун пек тĕлпулусем мĕнпе паха? Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин çумĕ Юлия Стройкова палăртнă тăрăх, çулталăка пĕтĕмлетни, пĕр-пĕринпе курса калаçни, пĕр-пĕринчен канаш ыйтни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Ĕçе айккинчен хаклани вара малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Патшалăх пабликĕсене ертсе пыракансем ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин, ЧР цифра министрĕн, ЦУРăн Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
🎥Видео авторĕ: Лариса Петрова


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев