Ятарлă çар операцийĕн ветеранне, саппасри гварди сержантне Илья Абаськина тата унăн мăшăрне Светланăна Хĕрлĕ Чутай округĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров хисеплесе йышăннă.
Илья Шукакасси ялĕнче çуралнă, Оборона министерствипе контракт çирĕплетсе Тăван çĕршыва хӳтĕлеме СВОна хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. Малтан штурмовик пулнă, каярахпа ăна — артиллери подразделенийĕн разведкин, тепĕртакран штурмлакан взвод командирĕ пулма лартнă. Заданисене ăнăçлă пурнăçланăшăн Илья — IV степень Георгий хĕресне, «Хăюлăхшăн» тата II степень «Çар çыннин хастарлăхĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ, Суворов тата Жуков медалĕсен кавалерĕ те шутланать. 2024 çулхи раштав уйăхĕнче вăл йывăр аманнă.
Госпитальте сипленнĕ хыççăн комисси И.Абаськин сывлăхĕ «çар командованийĕн задачисене пурнăçлама май памасть» тесе йышăннă. Апла пулин те Илья пуç усмасть, хăйне тăнăç пурнăçра кăтартма тĕллев лартнă. Республикăн «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программине хутшăнать.
«Хресчен сасси» хаçатран (06.08.2025)
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев