Предыдущая публикация
Ака уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Ташкент хулинче «Иннопром. Тĕп Ази» Пĕтĕм тĕнчери промышленноç куравĕ иртĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе республика делегацийĕ те хутшăнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Узбекистанăн Бухара облаçĕн Хокимиячĕ суту-илӳпе экономика, социаллă тата культурăпа гуманитари енĕпе пĕрле ĕçлемешкĕн килĕшĕве алă пусĕç.
Çавăн пекех Кашкадарья облаçĕнчи предприятисене çитсе курĕç, 2025-2026 çулсенче Çĕнĕ Шупашкарпа Карши /Узбекистан/ хулисен хушшинче туслă çыхăну йĕркелесси çинчен калакан Килĕшĕве пурнăçлама мероприятисен планне алă пусса çирĕплетĕç.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев