Тулли мар мобилизаци пуçлансан юратнă мăшăрне Генăна ятарлă çар операцине кайма повестка панă… Вăл халĕ те фронтрах.
«Гена тухса кайнă чухне иккĕмĕш ывăл Давид 1 çул та тултарманччĕ. Çапла икĕ ачапа пĕччен юлтăм. Кулянса ÿкрĕм, депресси пуçланчĕ. Уйрăмах малтанхи вăхăтра, Гена çыхăнăва тухайман чухне, йывăрччĕ. Пĕлменлĕх хăратать-çке-ха. Ачасемпе пулăшмашкăн анне хулана килчĕ, пĕр вăхăт кунта пурăнчĕ. Кăмăл пусăрăннăран, ĕçлеме вăй-хал çукран модельсен шкулне хупрăм. Икĕ çулталăкра йăлтах пĕччен тума хăнăхрăм ĕнтĕ, Кирилл 1-мĕш класа çÿрет, Давид 2 çулта кăна-ха. Ачасене те тимлемелле, ĕçлемелле те, яла та çитсе килмелле. Веçех хĕрарăмăн ачаш хулпуççийĕ çине тиенчĕ темелле. Мăшăр нарăс уйăхĕнче отпуска килсе кайрĕ. Ытти чухне телефонпа кашни кунах калаçасси те пулмасть. Çапла пурăнатпăр», — калаçрĕ пуç усман хĕрарăм.
Тĕплĕнрех - "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатра (11.04.2024)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1