Çулталăк каялла ун çинчен нимĕн те пĕлмен. Халĕ вăл маншăн тăван хула пекех. Эпĕ Мускавра ĕçленĕ чухне манпа çыхăнса кунта ĕçлеме чĕнчĕç: Лапсарти чăх-чĕп фабрикинче коммерци директорĕ пулма сĕнчĕç. Условисем килĕшрĕç те, эпир мăшăрпа Татьянăпа канашланă хыççăн Шупашкара куçса килтĕмĕр», — пуçларĕ калаçăва Денис Негин.
Хăй вăл — вырăс, Краснодарта çуралса ӳснĕ, Мускавра ĕçленĕ. Апла пулсан чăвашла ăçтан пĕлет-ха тетĕр-и? Вĕреннĕ! Çавăнпа пĕлет те. Вăл ĕçлекен фабрика ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе ытларах тăван чĕлхепе калаçаççĕ. Халăха ăнланасси уншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа çĕнĕ тивĕçе пикенсенех вăл чăваш чĕлхине вĕренме тĕллев лартнă. Смартфонне те тахçанах чăваш клавиатури вырнаçтарнă.
✏ Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (04.04.2024)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев