Олег Кашкаров сăмахĕпе, вăл чи лайăххи шутланать. Çĕртмерен пуçласа юпа уйăхĕчченех çимĕç парать. Çырли çирĕп, вăрах вăхăт упранать. Татнă хыççăн икĕ кунран та тавар пахалăхĕ чакмасть. Çавна май сутмашкăн аякка та илсе кайма пулать. Пур сорт ун пек мар. Çимĕçĕ пылак. Пĕлтĕр юлашки çырлана юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче пуçтартăмăр, — ăнлантарчĕ фермер.
Лаптăк Кĕçĕн Пăлапа юнашар вырнаçнăран шăварма ун шывĕпе усă курнă. Анчах юхан шывĕ таса мар иккен, тымарне çĕртет. «Мурано» сорта тасипе кăна сапмалла. Çавăнпа малашне çăл шывĕпе кăна усă курасшăн.
Олег Кашкаров фермер хуçалăхне 2020 çулта йĕркеленĕ. Ăна аталантарма «Агростартап» программăпа патшалăх пулăшăвне тивĕçни ăна малалла çĕкленме çунат хушнă. Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» проектне хутшăнни вара ял бизнесне, çырла отрасльне, рынокри лару-тăрăва лайăхрах пĕлме май панă.
— Республикăри паллă фермерсемпе пĕр парта хушшинче вĕренме тÿр килчĕ. Бизнесра ура çинче çирĕп тăракансем те пĕлĕве ÿстерни тĕлĕнтерчĕ. Чăн та, тухăçлă ĕçлес тесен нумай пĕлмелле, пурнăçран юлмалла мар. Пĕрле вĕреннисемпе ĕçлĕ çыхăну тытатпăр, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшатпăр, — терĕ Олег Владимирович.
Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатра (25.08.2023).
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев