Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хурашаш ялӗнчи Алякинсен ҫемйи "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ. Ҫемье пуҫӗ Дмитрий Сергеевич, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ май, уява пырайман. Мӑшӑрӗ Светлана Валериевна ҫӗвӗҫре тӑрӑшать, салтаксем валли ҫи-пуҫ ҫӗлесе ӑсатать.
Мероприятире "Хыпар" Издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗн уйрӑм лапамӗ пулчӗ. Унта "Салтак патне ҫыру ҫыратпӑр" стенд ӗҫлерӗ. Ачасем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли ҫырусем шӑрҫаларӗҫ, ӳкерчӗксемпе открыткӑсем хатӗрлерӗҫ.
Чи лайӑх ҫырусем ҫитес вӑхӑтра Тантӑш" хаҫатра кун ҫути курӗҫ, кайран гуманитари пулӑшӑвӗпе пӗрле салтаксем патне ҫитӗҫ.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев