Сывлăхшăн спортăн хăш тĕсĕсем пушшех усăллă? Мĕнле хусканусем тумалла? Кун çинчен каласа пама Шупашкарăн тĕп хула больницин медицина реабилитацийĕн уйрăмĕн заведующийĕнчен Клара Волковăран ыйтрăмăр.
— Аслă ӳсĕмрисемшĕн тата вăраха кайнă чирпе нушаланакансемшĕн вăй-хала нумай илекен спорт тĕсĕсем юрăхлă мар. Вĕсемшĕн васкамасăр /минутра 40-50 утăм/ утни те çителĕклĕ. Малтанлăха 1-2 чарăнăва çити утмалла. Картлашкапа хăпарни те усăллă. Çавăн пекех ишме, ташлама е йогăна çӳремелле. Кам хăшне суйласа илет. Зарядка туни, утни чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне çирĕплетет, чĕрен ишеми чирĕ пулассине сирет, юнри сахăр виçине чакарать, юн çаврăнăшне лайăхлатать, пусăмне пĕчĕклетет.
🗓«Сывлăх çулĕпе» социаллă проект («Хресчен сасси» хаçат. 10.09.2025)
#ХресченСасси_Хыпар
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев