Республикăн клиника больницин травматологипе ортопеди уйрăмĕнче çуллен 1900 яхăн операци тăваççĕ. Çав шутран 600 ытла пациентăн кăтартăвĕ ăна тăсса ямасăр ирттермелли паллă пулнă. Ура, алă, пĕçĕ, пӳрне хуçнисене васкавлă операци тума тивет. Кун пек чухне операцие хăвăрт ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ — суран хăвăртрах йăл илĕ. Асăннă уйрăмăн тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри — ятарлă çар операцийĕнче аманнисене пулăшу кӳресси.
«Травматологипе ортопеди уйрăмне аманнă хыççăн шăмăсене, нервсене, мышцăсене сиенленĕ, алă-ура хуçнă пациентсем тата ыттисем те лекеççĕ. Вĕсене çийĕнчех операци тăватпăр. Кунта пысăк опытлă врачсем ĕçлеççĕ. Чылай чухне шăмăсемпе çыхăннă йывăр операцисем те тума тивет. Пациентсем вĕсем хыççăн чиперех ура çине тăраççĕ», — каласа пачĕ республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ — травматологĕ-ортопечĕ, республикăн клиника больницин травматологипе ортопеди уйрăмĕн заведующийĕ Олег Углев.
🗓«Сывлăх çулĕпе» социаллă проект («Хресчен сасси» хаçат. 10.09.2025)
#ХресченСасси_Хыпар
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев