Юхăннă сыпăк водительсемпе пассажирсене тахçанах тарăхтарса çитернĕ, ăна юсасси çинчен пĕр пухура çеç калаçман. Подряд организацийĕпе çирĕплетнĕ договорпа килĕшӳллĕн объекта 2026 çулта туса пĕтермелле. Çапах та вăл ĕçсен пысăкрах пайне кăçал вĕçлеме шантарать. — Çула юсасан кунта васкавлă медпулăшу машинипе пациент патне тата ачасемпе студентсене ирхи 8 сехет тĕлне вĕрентӳ учрежденине вăхăтра çитме çăмăлрах пулĕ, — тет Алексей Васильев, Çĕнĕ салара пурăнаканскер. — Строительсем паха çул туса парасса шанатпăр, — калаçăва хутшăнчĕ Антракри Алексей Викторович.
«Нацпроект ырлăх кÿрет» социаллă проект («Хыпар» хаçат. 27.06.2025)
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев