Кун пирки паян ЧР Правительство ҫуртĕнче ачасен ҫуллахи канӑвĕпе сиплевне йĕркелес ыйтупа ведомствӑсен хушшинче ирттернĕ коллеги ларӑвĕнче каланă. Унăн ĕҫне ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑннă.
Çуллахи вӑхӑтра 72668 ача лагерьсенче канса сывлӑхне ҫирĕплетĕ. Хула тулашĕнчи 16 лагерь шкул ачисене йышӑнĕ. 290 лагерь ҫамрӑк ӑрӑва кӑнтӑрлахи вӑхӑтра йышӑнĕ. Ачасен сывлӑхне ҫирĕплетме республика бюджетĕнчен 220,1 миллион тенкĕ уйӑрĕҫ. Муниципалитетсен бюджетĕнчен 219,8 миллион тенкĕ уйӑрма палӑртнӑ. Лагерьсенче канакансем валли "Ялта пĕр кун" проект ĕҫлĕ. Спортпа культура мероприятийĕсем йĕркелĕҫ. 16 тематика программи ĕҫлĕ.
Пуш уйӑхĕнчен пуҫласа ҫу уйӑхĕн 25-мĕшĕччен лагерьсенче ĕҫлеме 300 вожатӑй ятарлӑ курсра вĕренет.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев